Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ан ватăл, Петр Алексеевич!

Присоединенное изображение

Ытлари кун Аслă Елчĕкре пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Петр Алексеевич Печков 90 çул тултарчĕ. Сумлă ватăна районта пурăнакансем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл нумай çул ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре вăй хунă. 1958 çулта район хаçачĕ эрнере виçĕ хутчен 4-шар страницăпа тухма тытăнсан редакци структуринче чи яваплă вырăна - ответлă секретаре çирĕплетнĕ. Парти райкомĕн аппаратĕнче те вăй хунă вăл. Çỹлерех асăннă тĕп ĕçсемсĕр пуçне Петр Алексеевич Аслă Елчĕк ялĕн историне тĕпчесе пуян материал пухнă, ал çырăвĕ хатĕрленĕ. Унпа вĕрентекенсем, шкул ачисем, студентсем усă кураççĕ. Тăван тавралăх, унăн çыннисем, йăли-йĕрки çинчен çырнă ал çырăвĕ хăçан та пулсан халăх патне çитессе шанать ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Петр Алексеевич район хаçачĕпе иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен варринчех çыхăну тытма пуçланă, паянхи кунчченех историпе тăван тавралăх, халăх медицини темисемпе çырса тăрать. П.Печков кирек ăçта ĕçлесен те хăйĕн çĕр участокĕнче тĕрлĕ улма-çырла йывăççисем, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, вĕлле хурчĕсем тытма вăхăт тупнă. Халĕ те унăн садĕнче пан улми, слива, виноград, чечек ытти культура çитĕнет. Пур çĕрте те тирпейлĕ. Петр Алексеевичпа Радость Спиридоновна тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен халĕ 6 мăнук, 6 кĕçĕн мăнук. Юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.Аникина, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев саламларĕç, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕç.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕ.



"Елчĕк Ен"
30 июня 2012
00:00
Поделиться