Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне нумай çул ỹсекен курăксене 4272 гектар çулнă. Çав шутран утăлăх - 2294 гектар, симĕс апатлăх - 668 гектар, сенаж валли - 916 гектар. "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр çул ỹсекен курăксене 20 гектар çулнă. Пĕтĕмпе 3067 тонна (71 процент) утă, 3266 тонна (12 процент) сенаж ха-тĕрленĕ. "Прогресс" АХО-ра - 1500, "Марс" ЯХПКра - 803, "Сатурн" ЯХПКра - 400, "Рассвет" ЯХПКра - 246, "Свобода" ЯХПКра _ 127, "Арланово" ОООра - 110, "Эмметево" ОООра 80 тонна сенаж хывнă.


"Елчĕк Ен"
27 июня 2012
00:00
Поделиться