Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирĕн район ачисем - чи маттуррисем

2011-2012 вĕренỹ çулĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен спартакиади вĕçленнĕ. Иртнĕ эрнере Çĕмĕрле хулинче спартакиада программине кĕнĕ юлашки спорт ăмăртăвĕ пулнă. 1999-2000 çулсенче çуралнă арçын ачасем вăтам ушкăнра "Сăран мечĕк" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн республика финалĕн турнирĕнче вылянă. Çурма финалта пирĕн футболистсем Шупашкар хулин командине выляса янă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тĕл пулура Йĕпреç район командине çĕнтернĕ. Ăмăртăвăн малтанхи тапхăрĕнче Елчĕксем Каçалсене - 5:2, Патăрьелсене - 4:1, Шăмăршăсене - 3:2, Канашсене 3:0 шутсемпе парăнтарнă. Турнирта пирĕн район чысне Елчĕкри, Лаш Таяпари, Çĕнĕ Пăвари, Патреккелти шкулсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Антон Демьянов командăри чи лайăх бомбардир пулнă. Вăл пурĕ 8 мечĕк тапса кĕртнĕ. Район командине турнира хутшăнма физкультура учителĕсем А.Адюков тата С.Александров хатĕрленĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕсем кĕрекен спартакиадăра пирĕн районти шкул ачисем, хăйсенчен Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисене ирттерсе, иккĕмĕш хут умлă-хыçлă республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Яллă районсем хушшинче пĕлтĕрхи пекех пĕрремĕш вырăнта. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ачасене спартакиада ăмăртăвĕсене хутшăнма пулăшнă район администрацине, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайне, шкулсенчи физкультура учителĕсене, ачасен ашшĕ-амăшĕсене - ăмăртусене тухса çỹреме пулăшу панă çынсене пурне те тав тăвать.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2012
00:00
Поделиться