Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕрех асра юлĕ

Присоединенное изображение

 Çын пурнăçĕнче асра юлмалли кунсем чылай. Вĕсенчен пĕри - шкул пĕтерекенсен балĕ. Кăçал вăл район шайĕнче пĕрремĕш хут иртрĕ. 2012 çулта районти шкулсенчен 223 выпускник тухать. Вĕсенчен 25-шĕ медалистсем, çав шутран 13 вĕренекен ылтăн медале тивĕçнĕ. Вĕсене чаплă самантра район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пачĕ, кашнинех пурнăçăн анлă çулĕпе утма ăнăçу сунчĕ. Районти шкулсенче пĕлỹ пухакансем Раççей, республика, район шайĕсенче тĕрлĕ предмет олимпиадине, спорт вăййисене, ытти конкурссене хутшăннă, призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçал çеç 12 вĕренекен вĕсен йышĕнче пулнă. 2012 çулта районти шкулсенчи 4 вĕренекен Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕ. Палăрнисене районти выпускниксен балĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый çакна ĕнентерекен дипломсемпе сертификатсем парса чыс турĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Г.Уфукова саламларĕ. Районти 7 вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Санкт-Петербургри балет театрĕн артистки А.Петрянкина ташшине те выпускниксем, курма пынисем ăшшăн йышăнчĕç. Юрă хыççăн юрă янăрать район центрĕнчи тĕп лапамра. Ташăсем те, сăвăсем те сахал мар. Çапах та выпускниксенчен бал королĕпе королевине палăртма çăмăл пулмарĕ. Ятарлă жюри бал королеви Елчĕкри вăтам шкулти А.Филиппова, королĕ Лаш Таяпари вăтам шкулти М.Николаев тесе йышăнчĕ. Вĕсене коронăсем парса чысларĕç. Районти выпускниксен балне В.Николаевпа М.Маркова ертсе пычĕç.



"Елчĕк Ен"
27 июня 2012
00:00
Поделиться