Хаклăран та хаклă Гульсум аппа! Сире, вун-вун çул хамăр вĕрентекенĕмĕр тата юратнă шкул директорĕ пулнă пултаруллă та ăста педагога, пысăк юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх тата телей сунатпăр. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кỹрентернĕ пулсан _ каçарăр. Пире пурнăçра хăвăр пекех чăтăмлă, йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр малалла талпăнма вĕрентнĕшĕн тата ăс панăшăн чĕререн тав!" Икĕ çул каялла çакăн пек тата çакăн евĕрлĕ ытти çырусемпе телеграммăсем тĕркипе тенĕ пекех илчĕ Сăрьелте пурăнакан Гульсум Фатахутдиновна Хасянова çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен. Вĕсен хушшинче хăй вăхăтĕнче тăван ялта малтанхи пĕлỹ илсе тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем те, паллă çар çыннисем те, чыспа сум çĕнсе илнĕ тĕпчевçĕсем те сахал мар. Чылайăшĕ, хĕл кунĕ пулсан та, ытам тулли чечек йăтса киле пырса саламлама та май тупрĕç. _ Каçарăр, юлашки вăхăтра питех тухса çỹрейместĕп, _ терĕ вĕсене çамрăк чухнехи пекех куçĕсенчен ытараймасăр пăхса педагогика ĕçĕн ветеранĕ, сакăр теçетке тултарнăскер. _ Анчах сирĕн ăшă сăмахăр мана ватлăхра та ырă кăмăл-туйăмлă тата çирĕп пулма пулăшать. ...Чăннипе илсен, Гульсумăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕпе ĕç çулĕсем те çăмăл пулман. Ялти шкул хыççăн Пушкăртстанра профессипе техника училищинче утарçăна вĕренсе тухнă. Анчах çитĕннĕçемĕн ача-пăчана вĕрентес тата воспитани парас ĕç ытларах кăмăлне кайма пуçланă. Çавна май вăл çине тăрсах педагогика пĕлĕвĕ илет: учительсен институтĕнчен тата Хусанти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Телее, тăван ялĕнчех биологи учительне вырнаçма май килет. Унчченех активлăхпа тата тараватлăхпа палăрнă хĕре ĕç коллективĕ те, ачасем те тулли кăмăлпа йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен, вăл малтанхи кунсенченех хăйĕн предмечĕпе урок панипе е çирĕплетсе панă класра мĕнле те пулин мероприяти ирттернипе пĕрре те лăпланман. Канлĕхсĕр чунĕ шкул пахчипе территори илемĕ, культура патне туртăннă май ачасене хăй пек кăмăл-сипетлĕ те тирпейлĕ, чăтăмлă пулма хăнăхтарнă. Кĕске вăхăтрах вĕсемпе пĕрле пĕтĕм территорире чечек пахчипе куçа илĕртекен клумбăсем йĕркеленĕ. Шкул пахчипе унăн çывăхĕнчи лаптăксем тутлăран тутлă улма-çырла пухса киленмелли ĕçпе кану вырăнне çаврăннă. Ачасем биологие кĕнеке тăрăх кăна мар, практикăра та туллин хăнăхчăр тесе унта икĕ çĕре яхăн тĕрлĕ ỹсен-тăран çитĕнтерме тата тутлă çимĕç ỹстерме вĕреннĕ. Каярахпа, Раççейре пăлхануллă самана тапрансан, çав пахча шкул валли кăштах тупăш та, ытти енлĕ пулăшу илмелли çăл куç та пулса тăнă. Унăн уссине ялти ача сачĕпе ветерансем те туйма пуçланă. Ватăсене пенсипе пособисем парайман вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнисемпе инвалидсем патне вĕренекенсем пынă та шкул пахчинчен пуçтарса илнĕ çимĕçпе хăналанă. Вĕсемех, Гульсум аппа (тутарсем хăйсенчен аслисене, çав шутра учительсене те çапла чĕнеççĕ) сĕнĕвĕпе, ача садĕнчи сĕтел çине те çитнĕ, пĕчĕккисене хăйĕн тутлăлăхĕпе тата илемĕпе савăнтарнă. Ас тăватăп-ха, района ютран хăнасем килсен е хамăрăн директорсемпе вĕсен çумĕсем пуçтарăнсан пуçлăхсем вĕсене тỹрех Гульсум Фатахутдиновна ертсе пыракан Сăрьелĕнчи тулли мар вăтам шкула илсе каятчĕç. Курма тата вĕренме. Лешсем унта çитнĕ-çитменех хăйсене ырăлăх çĕр-шывне лекнĕн туятчĕç. Вĕрентекенсем кăна мар, пĕчĕк вĕренекенсем те, пуçламăш классенче пĕлỹ пухаканскерсем, вĕсене ытти çĕртинчен ăшшăнрах, тараватлăрах туйăмпа кĕтсе илетчĕç. Курма килнисем тỹрех чечекпе илемлĕх, сăмсана кăтăклакан ырă шăршлă тĕнчене лекетчĕç. Пĕр хутлă, тирпейлĕ шкул çурчĕ чăн-чăн курорт-санаторие аса илтеретчĕ. Вĕрентекенсем канакан, урока хатĕрленекен пỹлĕмĕсенче те, классенче те чỹречерен пуçласа мачча таран, пĕринчен тепри хитререх чечексем ỹсетчĕç. Сад пахчипе сăнав лаптăкĕнче пĕр çум курăкĕ те курма çукчĕ. _ Кун пек условисенче лайăх ĕçлемесен, хавхаланчăк пулмасан май çук, _ çирĕплететчĕç курма, вĕренме килнисенчен кашниех. Вĕсене шкулти ачасенчен ытларахăшĕ "тăваттăпа пиллĕкпе" анчах вĕренни те тĕлĕнтеретчĕ. "Коллективра килĕшỹ тата пуçаруллă ĕçлеме майсем пурри куç умĕнчех", _ хăйсемех çирĕплететчĕç хăнасем. Çак шухăша тĕвĕлеме вĕсене лару-тăрупа тĕплĕн паллашни тата пурне те курни-туйни пулăшатчĕ. Хăнасем кăмăллă пулнине курсан, вĕсен ырă хаклавне илтсен Гульсум аппа, хăйĕн хуйхи-суйхине мансах "Тата мĕн лайăххине тума пулать-ши?" текен шухăшсен авăрне путатчĕ... Ял халăхĕ (унăн çуррине яхăн Гульсум Фатахутдиновна вĕрентнĕ е вăл ертсе пынипе чăмăртаннă коллективра пĕлỹ илнĕ) çакна та питĕ лайăх ас тăвать. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕ. Çынсем çурт-йĕре хутса ăшăтмалли шыраса хăшкăлаççĕ. Гульсум аппа вара шкула та, вĕрентекенсен килне те машини-машинипе вутă тата кăмрăк тиесе килет. Çакăншăн ăна пурте чунтан тав тăвать. Çав хутмаллине мĕнле тупнине те пĕлнĕ-çке ялта пурăнакансем. Канашри топсбыт текен склада е вăрмана вăл нихăçан та пушă алăпа кайман. Ун пек чухне унăн ялан тенĕ пекех тăп-тулли пысăк сумка, çурăмĕ çинче япала миххи пулнă. Вĕсенче _ хутмалли сутакансем валли парне: ăшă чăлха-нуски, тутлă апат-çимĕç тата ытти те. Вĕсене вăл маларахах шкул ачисене ĕç урокĕнче хатĕрлеттернĕ. Тепĕр чухне хăйĕн укçипе те мĕн кирлине туяннă. "Мана, директора ыттисенчен ытларах тỹлеççĕ", _ тенĕ ун пек чухне ертỹçĕ. Çав хушăрах... Чылай чухне хăй çулăмсăр вутра çунать. Инвалид ачине епле те пулин ура çине тăратасчĕ тесе таçта та çитет, тем те тăвать. Халăхра çапла сăмах та çỹрет вĕт: "турă йывăрлăхсем тỹсекен çине, чăтаять-и тесе, хуйхă хыççăн хуйхă ярать, тет". Гульсум аппа шăпинче шăпах çапла килсе тухать _ пĕр канмалли кун Шупашкара кайнă мăшăрĕпе ывăлĕ çĕр выртма вырнаçнă икĕ хутлă баракри пушарта иккĕшĕ те çунса вилеççĕ. Тепрехинче вăл тем пек тертленсе, нушаланса шкул валли тесе тиесе янă кăмрăка водитель такама сутса ярать... Чăт кăна ĕçшĕн, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн вут пек ăшаланакан хĕрарăм-хуçа! Темле пулсан та, мĕнле йывăрлăх тỹссен те хĕрĕх ытла çул ачасене вĕрентме тата шкул коллективĕпе ăнăçлăн ертсе пыма хал çитернĕ Гульсум Фатахутдиновна. Чăн та, унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипех хакланă. Ăна халăха вĕрентес ĕç отличникĕ тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ятсем панă. Сакăр вун иккĕпе пыракан Гульсум Фатахутдиновна чылайранпа ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Анчах юлашки вăхăтра ăна пỹртре çỹреме те çăмăл мар. Юрать-ха, ырă çынсем ăна лайăх пăхаççĕ, çурт-йĕрне те тирпейлĕ тытаççĕ (вăл хăй ĕмĕрĕпех тасалăха юратнă пек). Тен, пирĕн çак хайлав, унăн кăткăс та йывăр кун-çулĕн чи пĕчĕк пайне те пулин çутатма тăрăшнăскер, уншăн кăштах та пулин çăмăллату эмелĕ вырăнне пулĕ. |