Пирĕн çĕр-шыври халăх хăйĕн сывлăхне упраманни çинчен эпир час-часах илтетпĕр. Çавăнпа та тăтăшах профилактика кирлĕ тесе çирĕплетеççĕ. Анчах чĕнсе каланипех ĕç-пуç малалла кайманни пăшăрхантарать. Врачсем, паллах, сывă çынсемшĕн вăхăт уйăрма та хавас, анчах чирлĕ çынсен черечĕпе мĕнле кĕрешмелле? Камах паян тем вăрăмĕш черет тăрса кăштах йăшнипех участокри терапевт патне кĕрĕ? Юлашкинчен те пулин медицина профилактика çулĕ çине тăнă: Шупашкарта сывлăх центрĕ уçăлнă. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çынна хăйĕн сывлăхĕ мĕнлине пĕлтересси тата пуррине сыхлама пулăшасси. Сывлăха сыхлас ĕçĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕн гражданĕсен 50 проценчĕ умне юн пусăмĕ тата холестерин шайĕ пысăк пулнăран, табак туртнăран, эрех ĕçнĕрен чирлес тата вилес хăрушлăх тухса тăрать. Маларах асăннă чирсене тупса палăртас, сиенлĕ йăласенчен хăтăлас тĕллевпе сывлăх центрĕсенче тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеççĕ те. _
Сывлăх центрĕсене сывă çынсем валли йĕркеленĕ. Нимĕн те ыратман чухне те сывлăха тĕрĕслеттермелле, чĕрере е ытти органсенче патологи çук-и, юн анализĕ лайăх-и , виçе йĕркеллĕ-и?_ тет "Хулари 1-мĕш номерлĕ клиника больници" çумĕнчи центр заведующийĕ Т.Спиридонова. Кунта хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă. Кашни органа тĕплĕ тĕрĕслеттерме пулать. Центрта тĕрлĕ анализсем илеççĕ. Пур енлĕ анализсем панă, тĕрлĕ аппаратсемпе тĕрĕслеттернĕ хыççăн пациента врач йышăнать. Вăл вара сывлăх мĕнлине палăртать, сĕнỹсем парать. Центрта тĕрĕсленме тỹлевсĕр. Çумра паспорт, пенси страхованийĕн свидетельстви тата медицина страхованийĕн полисĕ çеç кирлĕ. Центр ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, шăмат кун 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлет. Пĕр çынна комплекслă майпа тĕрĕсленме вăтамран сехет çурă кирлĕ. Центр çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Тракторостроительсен проспекчĕ, 46-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: (8352) 23-56-07. Хамăр сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла. Çавăнпа та сывлăх центрĕн ĕçченĕсем сире кĕтеççĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.