Йĕркеллĕ çитĕнме - тивĕçлĕ услови
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çырăвĕнчи йĕркесем кашни ашшĕ-амăшнех тарăн шухăша яма тивĕç: "Паян ачасене телевизор экранĕнчен, вĕçсĕр-хĕрсĕр Интернетран йăтăнса тухакан япăх витĕмрен хỹтĕлеме питех те йывăр. Çавăнпа та наци пуласлăхĕн ăс-хакăл сывлăхне упраса хăварас тесен пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, яваплăха ỹстермелле". Çемье - пурнăçа хаклама вĕрентекен хăйне евĕрлĕ тĕнче. Ачана лайăххипе начарринчен, ырă кăмăллине усаллинчен, ăш пиллĕхе килпетсĕрлĕхрен уйăрма вĕрентесси - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Пурнăçра чи кирли - кĕçĕннине çамрăкранах ĕçе, яваплăха туйма вĕрентни, тĕрлĕ киревсĕр информацирен упрани. Обществăра пурăннă май çыннăн унăн нормисене пăхăнмаллине те çирĕп пĕлмелле. Çакăн пирки ачасемпе тăтăшах калаçу пуçармалла. Пĕр-пĕрне хисеплекен, шанакан, юратакан, ĕçчен çемьере анчах ача йĕркеллĕ ỹссе çитĕннине ашшĕ-амăшĕн асрах тытмалла. Статистика палăртнă тăрăх, йĕркесĕр çемьесенче ỹснĕ ывăл-хĕр хăйне ыттисенчен катăкрах туять, усал та хаяр пулать. Преступлени çулĕ çине тăнисенчен ытларах пайĕ çакăн евĕр çемьесенче çитĕнни паллă. ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделенийĕнче паянхи кун 19 çамрăк учетра тăрать. Çавăн пекех ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан 18 ашшĕ-амăшне шута илнĕ. Çитĕнекен ăру - пирĕн малашлăх. Çакна тĕпе хурса ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнме условисем туса памаллине, тимлĕх уйăрмаллине манас марччĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.