Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Энциклопеди - халăх историйĕн управçи

"Чăваш энциклопедийĕн" юлашки, тăваттăмĕш, томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна хатĕрлес ĕçре Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 17 отрасль редакцийĕ вăй хучĕ. Материалсем пухас, статьясем çырас, вĕсене пичете хатĕрлес ĕçе 300 ытла автор - наука ĕçченĕсем, аслă шкулсенче ĕçлекенсем, журналистсем, краеведсем - хутшăнчĕç. Тăватă томлă энциклопедире Чăваш Республикин экономики, промышленноçĕ, ял хуçалăхĕ, историйĕ, культури, этнографийĕ, паллă çыннисем çинчен вуласа пĕлме пулать. Герб, ялав тата гимн пекех энциклопеди патшалăх символĕ шутланать. Кун пек кĕнекесем пичетленсе тухни регионти наукăпа культура аталанăвĕн шайне кăтартса параççĕ. "Чăваш энциклопедине" мĕнле хатĕрлени, вăл мĕнле кун çути курни çинчен Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.П. Комиссаров каласа парать. 
- Валерий Петрович, çак тĕлĕнмелле пысăк ĕç мĕнле пуçланнă-ши?
 - Регион энциклопедине хатĕрлеме Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех тытăнса пăхнă, анчах чăннипе вара 1989 çулта çеç тĕплĕн ĕçлеме пуçланă. 2001 çулта пĕр томлă "Кĕске чăваш энциклопедийĕ" ("Краткая чувашская энциклопедия") пичетленсе тухрĕ. Ку вăл пурте тахçанах кĕтнĕ, пурне те кирлĕ кĕнеке пулни паллă. Çакă Чăваш Ен, унта пурăнакан халăхсем, республика тулашĕнчи тата чикĕ леш енчи чăвашсем нумай ĕмĕрсем хушши тата халĕ мĕнле аталанса пынине тĕплĕнрех тĕпчемеллине кăтартса пачĕ. 4 томлă "Чăваш энциклопедине" Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи августăн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн хатĕрленĕ. Ку ĕçе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тата Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекенсем ертсе пычĕç. 
- Нумай томлă "Чăваш энциклопедийĕн" тĕп тĕллевĕ мĕнле? 
- Тĕп тĕллевĕ ĕçлеме тытăннă чухнех паллă пулчĕ: энциклопедире Чăваш Республикипе унăн халăхĕ çинчен каласа памалла. Чăваш Енĕн çут çанталăкĕ, географийĕ, çак çĕрсене кам уçни, экономикипе культурине камсем аталантарма пулăшни çинчен тĕрĕс калакан материал тăратмалла пулнă. Чăваш халăхĕн мĕн авалтан пуçласа хальхи тапхăрчченхи кун-çулне анлăн çутатса парасси энциклопедин тĕп тĕллевĕ теме те юрать. Çавăнпа чăвашран тухнă патшалăх тата общество деятелĕсене, наука, техника, культура тĕлĕшпе, халăх хуçалăхĕнче, çар ĕçĕнче, спортра тата ытти енĕпе чапа тухнă çынсене - хăш çĕр-шывра чапа тухнине, хăш наци культуринче çитĕнỹ тунине пăхмасăрах - тупса палăртасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. 
- Энциклопедие мĕнле йĕркеленĕ, унта мĕн чухлĕ материал (статья) вырнаçтарнă?
 - Энциклопедире материала алфавитпа вырнаçтарнă. Çакна тĕнчипех çапла йышăннă пек тунă. Энциклопедире çак темăсене çутатса панă: халăхсем, халăх пурăнакан вырăнсем (хуласем, ялсем т.ыт.те), çут çанталăкпа унăн пуянлăхĕ, чĕлхесем тата çырулăх, экономика, тĕн, вĕренỹ, наукăпа техника, литература, искусство, общество организацийĕсем, медицина тата сывлăха сыхлас ĕç, физкультурăпа спорт, хаçат-журнал т.ыт.те. Биографиллĕ статьясенче Раççей, Чăваш Ен тата чăваш халăх культурипе экономикине аталантарас ĕçре нумай вăй хурса историре палăрнă уйрăм çынсем çинчен çырса кăтартнă. Урăх çĕр-шывсенче, хамăр çĕр-шыври ытти регионта çуралнă, çапах историре паллă йĕр хăварнă çынсем çинчен калакан статьясем те пур. Çавăн пекех ỹсен-тăрансемпе чĕр чунсем, географи объекчĕсем, геологи, экономика, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренỹ, наукăпа спорт, историпе культура çинчен çырса кăтартнă. Энциклопедие республикăн хальхи территорийĕнче вырнаçнă çут çанталăк объекчĕсем çинчен каланине кĕртме тăрăшнă. Кĕнекере Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçман, анчах чăваш халăхĕн ăс-хакăл аталанăвне тĕрĕс ăнланма пулăшакан вырăнсем çинчен çырнă. Кашни статьяна тума, вăл питĕ пĕчĕк пулсан та, çав тери нумай вăхăт кирлĕ. Энциклопедире пур чăваш ялĕ çинчен те çырса кăтартнă, чылай статьяна фотоỹкерчĕксемпе тата истори справкисемпе пуянлатнă. Чăваш ялĕсем пулса кайни, тĕп ялсенчен çĕнĕ ялсем уйрăлса тухни, халăх йышĕ мĕнле ỹссе пыни çинчен калакан документсемпе усă курма тиврĕ. Чăвашсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче мĕнле вырнаçни çинчен пĕтĕмлетсе калакан документсем нумаях сыхланса юлман. Сăмахран, "Ведомость о наместничестве Казанском" документ Известия общества археологии, истории и этнографии при императорском Казанском университете" (1908 çул) кăларăмра пичетленнĕ пулнă. Паллăрах ялсен аваллăхне те, халăх аталанăвĕн тапхăрĕсене палăртас тĕллевпе, тĕплĕн çырса кăтартнă. 
- Ку, паллах, питĕ пысăк ĕç. 
- Тĕрĕс. Пăхатăн та - материалĕ пысăках та мар пек, анчах ăна çырма темĕн  чухлĕ вăхăт кирлĕ. Тăватă томра 2500 страница, 12 пин ытла статья, вĕсен 40 проценчĕ паллă çынсем çинчен, 2500 иллюстраци, вĕсенчен 950-шĕ _ тĕрлĕ тĕслĕ. Çак материалсене пичете хатĕрлессишĕн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕсем, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче, архивсенче ĕçлекенсем хытă тимленĕ. Нумай ыйтăва мăкшă, тутар, мари ученăйĕсемпе канашласа татса панă, "Российская энциклопедия" издательствăн опытне те шута илнĕ. Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: ку кĕнекене çыракансем - ăслăлăхшăн чунтан тăрăшакан хастар çынсем. 
- Тиражĕ пысăк мар - 5 пин экземпляр кăна. Сахалрах пек туйăнать... 
- Пĕлетĕр ĕнтĕ, халĕ кĕнеке сутас ĕçре йывăрлăхсем чылай. Асăрханма тивет. Паллах, кун пек кĕнеке нумай çынна кирлĕ, анчах ăна кирлĕ çĕре вăхăтра çитерме çăмăл мар. Халĕ тулайри чăвашсенчен саккассем килме пуçларĕç, тираж саланса пĕтиччен илсе юласшăн вĕсем. Тăватă томран тăракан комплекта, хăйхаклăхĕпе танлаштарсан, чылай йỹнетсе сутатпăр: 2100 тенке кăна кайса ларать вăл. Çак кĕнеке чи малтанах аслă тата вăтам вĕренỹ заведенийĕсен библиотекисене, педагогсен аллине лекессе шанас килет. Сăмах май каласан, нумай район хăйĕн энциклопедине кăларчĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне Чĕмпĕр, Пенза тата Саратов чăвашĕсем çинчен те энциклопедисем тухрĕç. Элĕк тата Елчĕк энциклопедийĕсем Раççейри кĕнеке конкурсĕнче палăрчĕç. "Чăваш энциклопедийĕ" те малалла пуянланса пырĕ, халĕ ун электронлă версине хатĕрлеççĕ.


"Елчĕк Ен"
16 июня 2012
00:00
Поделиться