Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ

 Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви виççĕмĕш çул ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене туллин тата вăхăтлă çутатса парас тĕлĕшпе массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче республикăри конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетрĕ. "Ĕç сыхлавне тата условисене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕç сыхлавĕн службисен ĕç-хĕлне тата малти ырă опыта çутатса панăшăн" номинацире çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пирĕн район хаçачĕ "Елчĕк ен" (тĕп редакторĕ Н.Алексеев) те пур. Редакци коллективне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Дипломĕпе хаклă парнене кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче, "Чăваш Республикин ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен чи лайăх специалист" професси ăсталăхĕн республикăри конкурсăн финалĕнче параççĕ.


"Елчĕк Ен"
16 июня 2012
00:00
Поделиться