Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ватă салтакăн иккĕмĕш кĕнеки

Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире Олимпий Сазоновăн "Статьясемпе очерксем" ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. Район хаçатне вулакансем, уйрăмах аслă çулсенчисем, унăн ятне лайăх пĕлме тивĕç. Олимпий Алексеевич 1925 çулта Кỹлпуç ялĕнче çуралнă. 1942 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине, 1952 çулта Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. Çартан таврăнсан мĕн пенсие тухичченех педагогра ĕçленĕ. Елчĕкри тата Хăвăлçырмари шкулсен директорĕ пулнă. Халĕ Шупашкарта пурăнать. Олимпий Сазонов район хаçатне 1940-мĕш çулсенчен пуçласа паянхи кунчченех çырса тăрать. Хăйĕн иккĕмĕш (пĕрремĕш "Ахальтен иртмерĕ манăн ĕмĕр" ятлă) кĕнекине район хаçатĕнче тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ чи лайăх статьясемпе очерксене кĕртнĕ. Вăхăт чылай иртнĕ пулсан та вĕсенче хускатнă ыйтусем паянхи куншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, "Çĕнĕ геройсем çуралĕç-ши?", "Кун йĕркинче - интернационалла воспитани" статьясенче çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас темăна çĕкленĕ. Рынок саманине кĕнĕренпе çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси, йывăр вăхăтра ăна хỹтĕлеме воспитани парасси çине тимлĕх сахал уйăраççĕ. Çакă вăрçă ветеранне пăшăрхантарать. "Талантлă художник", "Хăйне евĕр талант" очерксенче автор Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕсен Н.П.Максимовăн тата П.В.Петровăн ĕçĕ-хĕлне тата пултарулăхне уçса парать. "Кĕнеке хыççăн кĕнеке", "Пирĕн ентешĕн çĕнĕ хайлавĕ" статьясенче Борис Борлен поэтăн çĕнĕ кĕнекисене тишкерет. Пысăках мар кĕнекене 24 очеркпа статья кĕнĕ. Вĕсене илемлĕ чĕлхепе, вулакан кăмăлне каймалла çырнă. Шел, экземпляр пĕчĕк. "Сутма мар, хамăн юлташсене парнелеме, хам çĕр çинче пурăннине пĕлтерме кăлартăм кĕнекене", - терĕ Олимпий Алексеевич кĕнекене алă пусса панă май. Ватă салтака, хисеплĕ педагога çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр.


"Елчĕк Ен"
10 июня 2012
00:00
Поделиться