Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районти Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ

АНДРЕЕВ Яков Андреевич (28.10.1880 _ 10.04.1975). Элекçей Тимеш. РКП(б) Елчĕк райкомĕн яваплă секретарĕ (1927 ç.). ФЕДОРОВ Архип Федорович (1889 _ 06.09.1968). Çĕнĕ Эйпеç. Парти Елчĕк райкомне, "Чувашторг", Чувашлес" пĕрлешỹсене ертсе пынă. Чăваш АССР министрĕ пулнă. ГАЯЗОВ Абдулла Харисович (1894 _ 1964). Сăрьел. "Марс" колхоз председателĕ вăрçă çулĕсенче хăйĕн укçи-тенкипе çапăçакан çара самолет туянса панă. КУЗНЕЦОВ Иван Данилович (12.06.1906_01.02.1991). Вырăскасси. Истори наукисен докторĕ. Парти обкомĕн культура пайне, Чăваш кĕнеке издательствине ертсе пынă. Çĕр-шыври аслă шкулсенче студентсене вĕрентнĕ. АНДРЕЕВ Семен Алексеевич (20.09.1924 _ 29.10.1943). Энтепе. Совет Союзĕн Геройĕ. БЕЛЯЕВ Александр Филиппович (25.08.1908 _ 11.12.1943). Елчĕк. Гварди полковникĕ, дивизи командирĕ. Совет Союзĕн Геройĕ. ИВАНОВ Николай Петрович (15.11.1904 _ 27.01.1951). Елчĕк. Гварди майорĕ, артиллери полкĕн командирĕ. Совет Союзĕн Геройĕ. ЗАЙЦЕВ Василий Васильевич (05.11.1912 _ 18.10.1982). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. 35 çул "Победа", Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ колхозсене ăнăçлă ертсе пынă. ПЕТРОВА Александра Егоровна (15.12.1919 _ 17.04.1995). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. Пысăк тухăçлă тыр-пул ăсти. МИХАЙЛОВСКИЙ Иван Алексеевич (21.04.1931 _ 27.10.1977). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. Трактор тата комплекслă бригадăсен бригадирĕ. ВАСИЛЬЕВА Евлампия Ивановна (10.08.1923). Муркаш районĕнчи Юнга ялĕ. Социализмла Ĕç Геройĕ, "Победа" колхозăн тĕп агрономĕ пулнă. ЕМЕЛЬЯНОВ Георгий Иванович (1912 _ 23.01.1969). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. "Победа" колхозри уй-хир бригадин бригадирĕ пулнă. ЛАВРЕНТЬЕВА Матрена Дмитриевна (04.11.1924). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. "Победа" колхозри уй-хир бригадинчи звеньевой пулнă. МОЛОСТВОВ Ефим Михайлович (14.01.1911 _ 18.04.1986). Аслă Елчĕк. Педагог. РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ. ЧЕРНОВ Петр Никифорович (25.04.1929). Вырăскасси. Педагог. Елчĕкри вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ. СССР халăх учителĕ. АГЕЕВ Алексей Васильевич (24.11.1929). Аслă Елчĕк. Педагог. РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ. СЕРГЕЕВА Евдокия Сергеевна (14.03.1907 _ 03.09.1979). Елчĕк. Врач. РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ. КУЗЬМИНА Александра Федоровна (21.01.1929). Ĕнел. "Победа" колхозăн тĕп зоотехникĕ пулнă. РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ. СОСНОВ Сергей Васильевич (09.07.1932). Аслă Елчĕк. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. СУРКОВ Алексей Игнатьевич (01.09.1930 _ 25.01.1984). Исемпел. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ. ТЯБУКОВ Гурий Иванович (05.12.1906 _ 21.05.1986). Аслă Елчĕк. Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн нумай орденпа медале тивĕçнĕ. ПУГАЧЕВ Петр Васильевич (12.06.1926 _ июнь, 1944). Аслă Таяпа. Вăрçă паттăрĕ. МАТВЕЕВ Иван Николаевич (1904 _ ?). Тутар АССРĕнчи Ембулатово ялĕ. Тĕп больницăра хирург пулса ĕçленĕ. ГОРШКОВ Михаил Тимофеевич (06.01.1919 _ 12.07.1997). Аслă Елчĕк. Строительство бригадине ăнăçлă ертсе пынă. Орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. АНДРЕЕВ Владимир Васильевич (06.09.1966). Яманчỹрел. XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕ. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. ВОЛКОВ Геннадий Никандрович (31.10.1927 _ 27.12.2010). Аслă Елчĕк. Педагогика наукисен докторĕ, академик. Этнопедагогика наукине никĕслекен. ЕФИМОВА Лидия Ивановна (1952). Курнавăш. Доярка. Наука çитĕнĕвĕсемпе усă курса 1998 çулта пĕр ĕнерен 5002 кг сĕт сунă. ДЕНИСОВ Иван Яковлевич (14.03.1926 _ 08.12.2005). Шăмалак. "Слава", "Свобода" хуçалăхсене нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ИГНАТЬЕВ Ардалион Васильевич (24.11.1930 _ 24.10.1998). Ĕнел. XVI Олимп вăййисен бронза призерĕ. СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. ПАНКРАТОВ Николай Иванович (18.10.1940). Кивĕ Эйпеç. Социализмла Ĕç Геройĕ. СМИРНОВ Петр Михайлович (14.07.1939 _ 06.03.2012). Курнавăш. Педагог. РФ тава тивĕçлĕ учителĕ. АРХИЛИН Николай Кузьмич (24.04.1932 _ 12.10.1992). Аслă Елчĕк. Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулса ĕçленĕ. ГОРШКОВ Василий Андреевич (21.11.1923 _ 04.05.1996). Аслă Елчĕк. Ленин ячĕллĕ колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. Орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ИВАНОВ Александр Федотович (30.05.1929 _ 03.01.1991). Патреккел. "Прогресс" колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. ПЧЕЛОВ Зинон Павлович (30.05.1925 _ 03.02.1974). Патреккел. Райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕ, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. Орденсемпе, медальсемпе наградăланă. СВЕКЛОВ Василий Григорьевич (04.05.1927 _ 01.04.1990). Аслă Пăла Тимеш. Социализмла Ĕç Геройĕ. "Победа" колхоза ăнăçлă ертсе пынă. ПЕТРОВ Герман Аркадьевич (25.06.1962). Патăрьел районĕ, Алманчă. "Яманчỹрелти сельхозхими" ОАО генеральнăй директорĕ. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ХРИСТОФОРОВ Иван Иванович (22.03.1935). Çĕнĕ Пăва. Юрăçă. Чăваш Республикин халăх артисчĕ. МИЛЛИН Николай Петрович (03.12.1954). "Прогресс" АХОна нумай çул ăнăçлă ертсе пынă. 2001 çултанпа _ район администрацийĕн пуçлăхĕ. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. САПОЖНИКОВ Валерий Васильевич (05.04.1945). Тĕмер. Парти, патшалăх органĕсенче ăнăçлă ĕçленĕ. Халĕ _ Шупашкарти педколледж директорĕ. ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ВИКТОРОВ Олег Николаевич (21.11.1960). Çĕнĕ Пăва. ЧПУ проректорĕ, экономика наукисен кандидачĕ. МИХАЙЛОВСКИЙ Михаил Алексеевич (21.04.1947) Аслă Пăла Тимеш. Çĕрпỹ район администрацийĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулса ĕçленĕ. "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăланă. ГЕРАСИМОВ Николай Михайлович (02.01.1958). Аслă Елчĕк. Предприниматель. "Эверест" АХО генеральнăй директорĕ.



"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться