Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район пурнăçĕнчи паллă тапхăрсем

А.КАРЛИН пухса хатĕрленĕ.
Район йĕркеленни . Революциччен хальхи Елчĕк районне кĕрекен ялсем Хусан кĕпĕрнин Теччĕ тата Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕсен йышĕнче пулнă. . 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР ВЦИК тата СНК Декречĕпе Чăваш автономи облаçне туса хунă. Çапах та автономи облаçĕн кăнтăр енчи ялĕсенчен чылайăшĕ Тутар АССР йышне кĕнĕ. 1921 çулхи чỹк уйăхĕнчен вара Курнавăш вулăсĕнчи 27 ял, Каркалар вулăсĕнчи 6 ял Чăваш автономи облаçне куçнă. Каярахпа çак ялсенчен йĕркеленет те Елчĕк районĕ. . Чăваш Республикин ЦИКĕ 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Кĕçĕн Елчĕк районне туса хума йышăннă. . 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче ĕç çынни депутачĕсен Кĕçĕн Елчĕк район канашĕн пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Унта райĕçтăвком председателĕ пулма Н.А.Яснопольские суйланă. Каярахпа ВКП(б), комсомол организацийĕсем йĕркеленнĕ. . 1928 çул тĕлне районта 56 ял шутланнă. 32801 çын, çав шутран 15820 арçын, 16981 хĕрарăм пурăннă. Чăвашсем 31119 çын, тутарсем 1200 çын, вырăссем 482 çын пулнă. . 135 пин пăт тĕш тырă пухса илнĕ. . Хресченсен 6319 хуçалăхĕ шутланнă. Шыв вăйĕпе ĕçлекен 3 арман (Кĕçĕн Таяпа, Патреккел, Кушкă ялĕсем), 137 çил арманĕ, кĕрпе авăртакан 95 арман, 13 çу арманĕ ĕçленĕ. Район йĕркеленни . 1928 çулта 1342 экземпляр хаçат, 260 экземпляр журнал илсе тăнă. Почтăн 3 агентстви (Курнавăш, Елчĕк, Шăмалак ялĕсем) пулнă, профсоюзăн 270 членĕ шутланнă. . Хутла пĕлменнисем 15676 çын пулнă. Районта пĕрремĕш сыпăкри 41 шкулта, 6 çул вĕренмелли 2 шкулта 3005 вĕренекен пĕлỹ пухнă, 63 вĕрентекен ĕçленĕ. . 1928 çулта районта 32 ял канашĕ, 7 колхоз, çĕре пĕрле ĕçлесе хатĕрлекен 8 юлташлăх шутланнă. Çавăн пекех 875 промысла çуртне, çăм атă йăвалакан 196 çынна, 156 платника, 35 столяра шута илнĕ. . 5 вулав çуртĕнче, 2 хĕрлĕ кĕтесре 9948 кĕнеке, 7 радиоприемник пулнă. Сасăсăр кинофильмсене кăтартакан 1 аппарат та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. . Хуçалăхсенче 4685 лаша, 5769 ĕне шутланнă. 1481 плуг, 7 сеялка, 45 веялка, 125 лаша жатки, 35 молотилка 46209 теçеттин, çав шутран сухалаканнине 41227 теçеттин çĕре ĕçлесе хатĕрлеме май панă. . Район территорийĕнче 15 чиркỹ, 3 мечет ĕçленĕ. Елчĕкре 14 койкăлăх больница, ялсенче 6 медицина пункчĕ халăх сывлăхне пăхса тăнă. Аталану çулĕпе . Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче районта коллективлă хуçалăхсем йĕркеленеççĕ. Райĕçтăвкомпа парти райкомĕ ял хуçалăхне аталантарасси çине тимлĕх уйăрма тытăнаççĕ: çĕнĕрен йĕркеленекен колхозсене вăрлăхпа, техникăпа, выльăх-чĕрлĕхпе, удобренисемпе, хими им-çамĕсемпе тата ытти енĕпе пулăшаççĕ, çынсене çĕр ĕçне вĕрентеççĕ. . 1930 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ тата Совнаркомĕ "Социализмла ял хуçалăхне çĕнетсе тĕреклетессипе палăртнă мероприятисем тата кулаксемпе кĕрешесси çинчен" йышăну кăларнă. Колхозсем тăвас ĕçе хăвăртлатма района 25 пин шучĕпе рабочисем килнĕ. . 1929 çулта Кĕçĕн Елчĕк ялне пĕрремĕш трактор килнĕ. . 1932 çулхи çурла уйăхĕнче районта "Колхоз ялавĕ" (халĕ "Елчĕк ен") хаçат тухма тытăннă. . 1935 çулхи нарăс уйăхĕнче районта МТС йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш директорĕ _ А.П.Эльмаков. Çав çулах района 25 "ХТЗ" трактор, ытти техника килет. . 1935 çулта ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсемшĕн Энтепери С.П.Петров ячĕпе хисепленекен колхоз председательне А.В.Табакова, Елчĕк МТС трактористне Д.П.Павлова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. . 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи Чăваш АССР ЦИК Президиумĕн йышăнăвĕпе Кĕçĕн Елчĕк районĕ яланлăхах Елчĕк районĕ пулса тăрать. . 1937 çулта Кĕçĕн Шăхалĕнчи "Новое Ищеряково" колхоза Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсем . 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 7 пин ытла çын хутшăннă, çуррине яхăн фронтран таврăнайман. . С.А.Андреев, Н.П.Иванов, А.Ф.Беляев Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçнĕ. Çĕршер-çĕршер ентеше орденсемпе медальсем парса чыс тунă. . Тылра ĕçлекенсем те хастарлăх кăтартнă. Фронта пĕтĕмпе 1567 мăшăр кĕçе атă, 675 кĕрĕк, 5670 сурăх тирĕ, 4 пин ытла мăшăр нуски, 50 пăт махорка тата ытти нумай япала ăсатнă. "Марс" колхоз председателĕ А.Г.Гаязов оборона фондне 105 пин тенкĕ, 36 пăт тырă хывнă, Л.Кочетов валли самолет туянма 110 пин тенкĕ панă. Районăн малаллахи утăмĕсем . 1947 çулта районта 56 колхоз, 24 ял канашĕ пулнă. Колхозсем 3105 лаша, 2374 ĕне выльăх, 2382 сысна, 3861 сурăх усранă. 7263 уйрăм хуçалăхра 31993 çын пурăннă. . 1948-1949 çулсенче пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Ворошилов ячĕллĕ колхоз председательне В.В.Зайцева, Г.И.Емельянов бригадира, М.Д.Лаврентьева, А.И.Петрова звеньевойсене Социализмла Ĕç Паттăрĕ ят панă. Каярахпа çак ята Е.И.Васильева, И.А.Михайловский, В.Г.Свеклов, В.А.Никитин, Н.И.Панкратов тивĕçнĕ. 1946 çулта районта куçса çỹрекен сасăллă киноаппарат ĕçлеме пуçланă. 1950-мĕш çулсенче пĕчĕк колхозсене пĕрлештерес юхăм иртнĕ. Çав çулсенчех пурăнмалли çуртсем, выльăх-чĕрлĕх витисем тăвасси ỹссе пынă, колхозсенче фермăсенчи йывăр ĕçсене механизациленĕ, "Победа", "Трактор", Свердлов ячĕллĕ колхозсенче вырăнти электростанцисем ĕçленĕ. Районăн малаллахи утăмĕсем . 1962 çулта Елчĕк районĕ Патăрьел ял хуçалăх районне кĕнĕ, 1965 çулта района çĕнĕрен йĕркеленĕ. . 1967 çулта района, Ленин ячĕллĕ колхоза Асăну ялавĕсем парса чыс тунă. . 1974-1975 çулсенче колхозсем тепĕр хут пĕрлешсе пысăкланнă. Районта 9 колхоз пулса тăнă. . 1985 çул тĕлне районта 9 ял канашĕ, 54 ял пулнă, 31,3 пин çын пурăннă. Район уй-хирĕнче тĕрлĕ йышши 1118 трактор, 170 комбайн ĕçленĕ. . "Победа" колхоз председательне В.Зайцева 4 хутчен, И.Михайловский бригадира, "Слава" колхозри А.Дмитриев, "Прогресс" колхозри Н.Чернов механизаторсене СССР Аслă Канашĕн, Ленин ячĕллĕ колхозри ферма заведующине В.Архилинана РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕсене суйланă. . 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче районти ялсене радиоточкăсем кĕртесси, 1967 çулта электрификацилесси, 2004 çулта газификацилесси вĕçленнĕ. . 1989 çултан районти колхозсем саланма тытăннă. Пĕртен-пĕр "Прогресс" хуçалăх çеç арканман. Халĕ вăл _ акционерсен хупă обществи. Рынок самани тапхăрĕнче . Вăл кашни çынна хăйĕн шăпишĕн, çемйишĕн тăрăшма хистет. . Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче "Сывлăх", "Вĕренỹ", "Пурăнмалли хăтлă çурт", "Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" тата ытти приоритетлă наци проекчĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. . Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм хушма хуçалăхсем 987,2 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе), 6,6 пин тонна сĕт туса илнĕ. "Яманчурино" ОООра кашни ĕнерен 1744 килограмм, "Победа" ОООра _ 1726 килограмм, "Прогресс" АХОра 1647 килограмм сĕт сунă. . Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем 26,6 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ йышши 30 техника хатĕрĕ туяннă. . 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта 294 хуçалăх хушма хуçалăха аталантарма 69,3 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа 5288 уйрăм хуçалăха 878,9 миллион тенкĕ кредит панă. . 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта районти промышленность предприятийĕсем 10,8 миллион тенкĕлĕх продукци кăларнă. Кăçал "Кирпич" ОООра çут çанталăк газĕпе ĕçлекен кăмакана, НПО "Промсервис" АХОра полиуретан кăлармалли линие, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООра çут çанталăк газĕпе ĕçлекен кăмакана хута яма тата продукцие фасовка тăвакан оборудовани вырнаçтарма палăртнă. . Таварсене ваккăн сутасси кăçалхи пĕрремĕш кварталта 157,1 миллион, обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 4,9 миллион тенкĕпе танлашнă. . 36,2 миллион тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшу панă. . 108 пĕчĕк предприяти, уйрăм 612 предприниматель халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ. Вак предпринимательлĕх тытăмĕнче 1626 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсем 78,5 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, ĕç тунă, пулăшу панă. Рынок самани тапхăрĕнче . 2011 çулта районăн тĕп капиталне 260 миллион тенкĕ хывнă, 25,7 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ, Елчĕк ялĕнчи нумай хваттерлĕ 5 çурта тĕпрен юсанă. . Иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн, кану центрĕн, Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕн, культура çурчĕн тăррисене улăштарнă, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенчи кантăксене, ăшă системине тĕпрен юсанă. . Елчĕк _ Аслă Елчĕк автоçула, 5 çухрăм, çĕнĕрен сарнă. Ялсенчи урамсене хытарас енĕпе ĕçленĕ, Лаш Таяпа _ Çĕнĕ Эйпеç, Елчĕк _ Кĕçĕн Таяпа, Елчĕкри Совет урамĕнчи автоçулсене çĕнетнĕ. . Елчĕк районĕнче паянхи кун 22 шкул, шкул ỹсĕмĕчченхи ачасен 3 учрежденийĕ, хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени шутланать. Вĕренỹ тытăмĕнче 2544 ача пĕлỹ пухать. Шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне предмет олимпиадисенче тĕрĕслеççĕ. 2010 çулта вĕсене 1224, 2011 çулта 1951 ача хутшăннă, республикăри олимпиадăсене 2010 çулта 53 ача хутшăннă, 9 призер, 2011 çулта 59 ача хутшăннă, 14 призер, 2012 çулта _ 72 ача хутшăннă, 12 призер. . 2011 çулта ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем валли 11 хваттер тунă. . Районти ялсенче культурăпа канăвăн 23 учрежденийĕ, 24 библиотека, 3 музей ĕçлет. . Район халăхне тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 офисĕ, 22 фельдшерпа акушер пункчĕсем медицина пулăшăвĕ параççĕ. Иртнĕ çул районти тĕп больницăн хирурги уйрăмне, Каркаларти фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсанă. Электронлă регистратура йĕркеленĕ. Рынок самани тапхăрĕнче . Социаллă политика та малалла аталанать. 2011 çулта 97 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă, çав шутран 28 çамрăк çемье, "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа 7 çамрăк çемьепе çамрăк специалист, ялсенче пурăнакан 3 çын çурт-йĕрлĕ пулнă. . Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă 48 çынна иртнĕ çул çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. . 2011 çулта нумай ачаллă 7 çемьене хушма çĕр лаптăкĕсем уйăрнă. Районăн мухтавлă çыннисем . Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче 3 ентеш _ С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ. . Елчĕк çĕрĕ çинче Социализмла Ĕçĕн 9 Паттăрĕ çитĕннĕ: Е.И.Васильева, Г.И.Емельянов, В.В.Зайцев, М.Д.Лаврентьева, И.А.Михайловский, А.И.Петрова, В.Г.Свеклов, В.А.Никитин, Н.И.Панкратов. . Пирĕн районăн 3 академик пур: ветеринари наукисен докторĕ И.Н.Никитин, педагогика наукисен докторĕ Г.Н.Волков, хими наукисен докторĕ Х.М.Миначев. 100 ытла наукăсен кандидачĕсем. Тава тивĕçлĕ артистсемпе художниксем тата ытти отрасльсенче ĕçлекенсем те сахал мар. . Чăваш Республикин халăх художникне В.И.Агеева, халăх артисчĕсене М.Г.Бикуловăна, И.О.Молодова, В.И.Музыкантовăна, В.В.Христофорова, И.И.Христофорова, СССР халăх учительне П.Н.Чернова тата ытти мухтавлă çынсене те ырă сăмахпа çеç аса илетпĕр. . Елчĕк çыннисем физкультурăпа спортра та тĕнчипех палăрнă. А.В.Игнатьев, В.В.Андреев олимпиецсем, Ю.Г.Ильин, О.А.Захаров, З.Н.Семенова, А.М.Миллин, И.Н.Тихонов, А.Н.Васильев, Н.Б.Григорьев, А.В.Горшков, С.В.Григорьев тата ытти вуншар-вуншар спортсмен ырă ята тивĕçлĕ. . Ял хуçалăхĕнче, промышленноçпа строительствăра, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçсенче, культура тытăмĕнче, çар службинче, наукăра палăрнисене, ỹнерçĕсемпе скульпторсене, композиторсемпе юрăçсене, çыравçăсемпе журналистсене тата ытти отрасльсенче тăрăшакансене те ырăпа çеç аса илетпĕр. Вĕсем района ертсе пынă . Районăн пĕрремĕш пуçлăхĕ _ Н.А.Яснопольский. Ун хыççăн Яковлев, Г.А.Аникин, А.Д.Дмитриев, Максимовпа Захаров, Г.Т.Тимофеев, З.С.Осипов, А.С.Степанов, З.П.Пчелов, В.П.Семенов, Н.К.Архилин, П.Д.Хушкин, П.А.Блинов, А.Е.Молоствов ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Н.П.Миллин _ район администрацийĕн пуçлăхĕ. . КПСС саланса кайиччен чăннипе районта райкомăн пĕрремĕш секретарĕ хуçа пулнă. А.Ф.Федоров, Я.А.Андреев, Л.И.Зубков, К.К.Золотников малтанхи вăхăтра парти органĕсене ертсе пынă. . 1927 çултан пуçласа райкомăн пĕрремĕш секретарĕсем: К.С.Горохов, И.И.Иванов, И.М.Матвеев, Е.Н.Николаев, И.Ф.Филиппов, А.Я.Шаков, К.П.Прокопьев, Н.Н.Волков, М.А.Кузьмин, И.А.Александров, Г.А.Алексеев, А.В.Турханов, З.П.Пчелов, Н.П.Паймушин, В.Я.Шадриков, П.Д.Хушкин, А.Е.Аверкин, О.Ф.Андреев. . Комсомолăн районти организацине ертсе пынă çынсем: З.Сусмет, А.Сорокин, А.С.Сергеев, Ф.Т.Смирнов, Ю.С.Сергеева, Романов, В.М.Немцев, А.К.Воробьев, В.Ф.Ястребов, А.П.Павлова (Колпакова), М.Ф.Ефремов, А.М.Московский, Н.А.Сайкин, В.С.Леонтьев, Н.Ф.Рыбкин, И.В.Пугачев, А.П.Гурьева (Грибова), П.П.Сидоров, И.Н.Николаев, О.Ф.Андреев, В.Л.Бобин, Г.Г.Зайцев, Л.А.Александрова.


"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться