Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕлетĕр-и эсир тĕлĕнтермĕшсене?

Л.ИВАНОВА.
Присоединенное изображение
 Тĕнчен кирек хăш енне кайсан та тăван ен çинчен манаймастăн. Мĕнпе илĕртет-ха пире хамăр çуралса ỹснĕ Елчĕк тăрăхĕ? Кунти тулăх уй-хирсемпе çарансем, кỹлĕсемпе тăрă çăл куçсем хăват парса тăраççĕ, пурнăç çулĕпе малалла çирĕппĕн утма хистеççĕ. Кунта мăн асаттесемпе асаннесем хăйсен кун-çулне ирттернĕ, çак пархатарлă та тулăх çĕр çинче тар юхтарса ĕçленĕ, пулас ăрусене, тăван тавралăха юратма, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма халалланă. Газификациленĕ хăтлă çуртсем, асфальт сарнă çулсем, йĕри-тавра ешерекен садсем ял халăхĕ пуласлăха шанса пурăннине çирĕплетеççĕ. Район пуянлăхĕ - унăн çыннисем, паллă вырăнсем. Елчĕк районĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕри - Аслă Таяпари тĕнчипе паллă 10-14-мĕш ĕмĕрсенчи авалхи хула вырăнĕ. Вăл паянхи кун та хăйĕн вăрттăнлăхĕпе историксемпе краеведсене, наука çыннисене хăй патне туртать. Тепĕр тĕлĕнтермĕш - Патреккел çăл куçĕ. Унăн лаптăкĕ 15 гектар йышăнать. Кăçал шăпах ăна уçни 100 çул çитрĕ. "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприяти те республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те палăрать. Унта карбонат породиллĕ чул кăлараççĕ. Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ те Раççейĕпех ырă ят çĕнсе илнĕ. Унта ăратлă йытăсем ĕрчетеççĕ. Курнавăшри улăп тăпри мĕншĕн паллă вырăн пулмалла мар: çỹллĕшĕ икĕ метр, диаметрĕ 40 метр унăн. Районти ватă чиркỹсенчен пĕри _ Тĕмер чиркĕвĕ. Ăна 1876 çулта уçнă. Пăлхануллă саманара та вăл ĕненекенсене йышăннă. Паллах, тăван чĕлхене тĕлĕнтермĕшсен йышне кĕртетпĕрех. Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. "Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пуянлăх çук",- тенĕ пирĕн ентеш, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Г.Волков академик. Пирĕн паллă çынсемпе, тĕлĕнтермĕшсемпе мăнаçланмалăх пур. Вĕсене районта пурăнакан кашни çыннăн пĕлмелле.


"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться