Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешпе мухтанатпăр

Присоединенное изображение
Нумаях пулмасть Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: пирĕн ентеше - Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Иннокентий Иванович Петрова "2011-мĕш çулхи инженер" лауреат ятне парса чыс тунă. Çак хисеплĕ ята кашни çулах Çĕр-шывсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри наукăпа инженерин обществăлла организацийĕ, инженери наукисен С.М.Прохоров ячĕллĕ академийĕ йышăннипе параççĕ. Пирĕн ентеш ку ята "Электротехника" номинацинче тивĕç пулнă. Иннокентий Иванович Елчĕкри вăтам шкулта вĕренсе тухнă хыççăн Мускав энергетика институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕрет (1967 çултан вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ шутне кĕнĕ). Вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн нумай çул инженер пулса вăй хунă. Шупашкарти автоматикăлла системăсем ăсталакан ятарлă конструктор бюровĕнче çирĕм пилĕк çула яхăн ĕçлерĕ. Кунта вăл инженер должноçĕнчен пуçласа генеральнăй директор çумне çитиччен ỹсрĕ. Промышленноçа автоматика хатĕрĕсемпе тивĕçтерес енĕпе нумай вăй хурса ĕçлерĕ. 2004-2007 çулсенче Китайри Тяньвань, Иран Республикинчи Бушер, Индири Куданкулам атом электростанцийĕсем валли автоматика хатĕрĕсем тума тата вырнаçтарма хутшăнчĕ. 1985-1987 çулсенче Иннокентий Иванович Шупашкарти ЗЭИМ завочĕн тĕп конструкторĕ пулчĕ. Çав вăхăтра çĕр-шывра пуçласа промышленность отраслĕ валли микропроцессорла контроллерсене серилле майпа туса кăларассипе нумай ĕçлерĕ. 1994-1997 çулсенче "Дизельпром" акционерсен уçă обществинче хăватлă дизель-генератор электростанцисем туса кăларассине ертсе пычĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче, "Автоматстром" наукăпа производство пĕрлешĕвĕ" акционерсен уçă обществинче генеральнăй директор çумĕ пулнă май, стройматериалсем кăларакан çĕнĕ автоматизациленĕ заводсем валли нумай çĕнĕ машинăсем, агрегатсем, управлени системисем туса хатĕрлес ĕçе ертсе пычĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пирĕн ентеш килте лармасть. Хальхи вăхăтра вăл Мускаври В.С.Черномырдин ячĕллĕ уçă университетăн Шупашкарти филиалĕн "Электроснабжение промышленных предприятий" кафедрăра доцент пулса ĕçлет. Çамрăк ăрăва хăйĕн пĕлĕвне тата паха опытне парать. Иннокентий Иванович наука ĕçĕсем те çырать. Унăн пичетленсе тухнă наука ĕçĕсем вуннă ытла. Хальхи вăхăтра хăватлă электродвигательсем ăсталас енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Ку енĕпе тăхăр изобретени патенчĕ илнĕ. И.И.Петровăн наука ĕçĕсене пысăка хурса хаклаççĕ. 2011 çулта наукăпа техника сферинче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма пулăшакан фонд унăн пĕр проектне ĕçе кĕртме грант уйăрса пачĕ. Хальхи вăхăтра Иннокентий Иванович ертсе пыракан "Механотроника" тулли мар яваплă общество проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет.



"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться