Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр çынни

Присоединенное изображение
Таяпа Энтринчи Федор Шадриков республикăра чи малтан фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 20 çул ытла пахча çимĕç тата тымар çимĕç вăрлăхĕсене туса илессипе ĕçлекен "Весна" фермер (хресчен) хуçалăхĕн ỹсĕмлĕ ĕç-хĕлĕ пирки республика тулашĕнче те тахçанах ырă ят сарăлнă. Кирек епле ĕçе те юратса, чун ыйтнипе пурнăçламалла. Çĕр ĕçĕ вара тата та ытларах тимлĕх, чăтăмлăх ыйтать. Çавăн чухне тин çĕр- аннемĕр пире хăйĕн ырлăхĕпе киленме, савăнма парĕ. Çак сăмахсем Федор Алексеевич Шадрикова тỹррипе пырса тивеççĕ те. Вăл, чăннипех, çĕр çынни. Пурнăçри çул-йĕрне тĕрĕс суйласа илни - ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе тарăн пĕлỹ илни ăна кулленхи пурнăçра кăтартуллă ĕçлесе пыма, ỹсĕмсем тума май парать. Çип çапнă пек тикĕс, пĕр пĕрчĕ çум курăксăр севок-сухан, тымар çимĕç анисенче пулса куракансем тĕлĕннине, çакăн пеккине сайра курнине пытармаççĕ. Федор Шадриков шучĕпе вара, тăрăшсан ыттисем те çакăн пек ĕçлеме пултармалла. - Чи пĕлтерĕшли - çĕре агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлесе хăварни. Лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ анара çум курăк ашкăраймастех, - тет вăл. Çитес çула акма хатĕрлекен хура пусă лаптăкне фермер çу каçипе темиçе хутчен кăпкалатма ĕлкĕрет, çумăрлă çулсенче ăна 25 хут! кăпкалатсан та ытлашши пулманнине тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Нумай çул усă курман, çум курăк ăшне путнă 5 гектар çĕр çинче, ăна малтан палăртнă пек çу каçипе темиçе хутчен лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн, çĕр улми лартса хăварнă. Мĕн тейĕр? Унта çум курăк кураймăн, çавăнпа çĕр улми пĕр тикĕс, парка çитĕнет, ăна колорадо нăрри те тапăнаймасть. Фермер тĕш тырă культурисене те çум курăкран хỹтĕлесе сарă пăрăçпа (горчица) хутăш акса хăварнă. Хальхи вăхăтра Федор Шадриковăн пĕтĕмпе усă куракан çĕр лаптăкĕ 300 гектар шутланать. Палăртнă лаптăкăн ытларах пайĕнче пахча çимĕç тата тымар çимĕç вăрлăхĕсене туса илет. Çак ĕçсене пурнăçлама айккинчи ĕç алли те сахалах мар кирлĕ. Хĕрỹ вăхăтра 100 ытла çынна ĕçе явăçтарма тивет. Тивĕçлипе тỹлекен хуçа патĕнче ĕçлес кăмăллă çынсем те нумай. Хăй йĕркелесе пыракан ĕçрен Федор Шадриков уссине те курать. Виçĕм çулхи шăрăх çанталăк условийĕнче те ял хуçалăх культурисене сутнинчен сахал мар тупăш илнĕ. Иртнĕ çулхи услам та 3 миллион тенкĕпе танлашнă. - Хамăр туса илекен продукцие шанчăклă партнерсене - Белгород, Орел, Мускав, Омск, Волгоград, Владимир, Киров, Пермь, Свердловск облаçĕсене сутатпăр. Чăваш ятне ярас килмест, çавна май пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç туса илессине тĕп вырăна хуратпăр, - тет фермер. Сăн ỹкерчĕкре:район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Федор Шадриковăн вăрлăхлăх тымар çимĕç лаптăкĕсене хак парать.


"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться