Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр çинче ырă ят хăварнă

Район пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă çынсем çинчен шутланă май Ленин орденлĕ "Победа" колхоз аса килчĕ. Пирĕн ентешсем - Социализмла Ĕç Геройĕсем - пурте тенĕ пекех çавăнтан. 1960 çул тĕлне Ворошилов ячĕллĕ колхоз никĕсĕ çинче чăмăртаннă пысăк хуçалăх 10 яла пĕрлештернĕ. 1985 çулта унăн ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем 8333 гектар пулнă, хуçалăхра 2000-е яхăн колхозник ĕçленĕ. Районта, республикăра çеç мар, çĕр-шывĕпех паллă колхоз нумай наградăсене тивĕçнĕ. Елчĕк комсомол, парти райкомĕсенче ĕçленĕ май, çак колхозри ертỹçĕсенчен пĕринпе - Иван Митрофанович Бакинпа тăтăшах тĕл пулма тивнĕ мана. Вăтам пỹллĕ, çирĕп шăм-шаклă, вашават çынччĕ вăл. Ытлашши сăмах ваклама юратман, анчах та панă сăмаха пурнăçланă. Çавăнпа та ăна ял-йыш шаннă. Çынпа куçран пăхса калаçатчĕ. Хăйне пăхăнса тăракансенчен çирĕп ыйтнă пулсан та ăна хисепленĕ. Иван Митрофановичăн пĕтĕм пурнăçĕ Кушкă ялĕнче - Ворошилов ячĕллĕ, "Победа" колхозсенче ĕçлесе иртнĕ. Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Тинĕс-Çар Флотĕнче службăра тăнă. Колхозра тăватă çул тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă хыççăн автогараж заведующийĕнче, Кушкăри кантăр ĕçлесе хатĕрлекен завод директорĕнче вăй хунă. 1964 çултан пуçласа 1988 çулччен - "Победа" колхоз председателĕн çумĕ. Хуçалăхра строительство ĕçĕсем анлăн пынă. Ку отрасльшĕн Иван Митрофанович яваплă пулнă. "Победа" колхоз хăй вăйĕпе бригадăсенче клубсем хăпартнă. Чылайăшĕн проектне вăл колхоз специалисчĕсемпе пĕрле туса хатĕрленĕ. Ĕç пахалăхĕшĕн, унăн хăй хаклăхне чакарассишĕн чунтан тăрăшнă Иван Митрофанович. "Победа" колхоз Венгринчи Хевеш облаçĕнчи Ленин ячĕллĕ кооперативпа туслă çыхăну тытнă. И.Бакин делегаципе Венгринче пулнă, хăй те венгр тусĕсене йышăннă, хуçалăхпа, çемйипе паллаштарнă. "Йỹçĕтнĕ купăстана çуллаччен лайăх пахалăхпа упранинчен тĕлĕннĕ хăнасем, - аса илетчĕ вăл. - Хамăрăн килти тĕпсакайне çурхи шыв тулса ларнине, çавна пула купăста банкисем сивĕре тăнине шарламарăм. Арăмăн, Клавдия Алексеевнан, пултарулăхне палăртрăм". Пĕр çулхине Иван Митрофанович, Кушкăри паллă доярка В.Баринова, тĕп зоотехник А.Кузьмина Венгри делегацине Канаш вокзалĕнче ăстаса ячĕç, туссене чăваш шăрттанĕ, электроутюгсем, ăшă алсишсемпе нускисем, тутлă апат-çимĕç парнелерĕç. Асăннă тапхăрта кунта хуçалăх ертỹçисем пулса Социализмла Ĕç Геройĕсем В.В.Зайцев, В.Г.Свеклов, нумай наградăсене тивĕçнĕ, пысăк опытлă А.Е.Евтихеев, М.А.Михайловский ĕçленĕ. Иван Митрофанович вĕсене пулăшаканĕ çеç мар, нумай ыйтусемпе пуçарулăх кăтартаканĕ те пулнă. Вăл район пурнăçне те активлă хутшăннă. Ăна район совечĕн депутатне, ял совет депутатне, профсоюзăн ертсе пыракан органне суйланă. Уй-хир, выльăх-чĕрлĕх фермисен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслекен комиссисенчен нихăçан та пăрăнман. Ĕçри юлташĕсемпе пурнăç çинчен калаçнă май хăйĕн çемйине чунтан юратни палăратчĕ. "Ачасем амăшĕ пекех, ăслă та пултаруллă çитĕнчĕç. Виçĕ хĕр манăн. Пĕринчен тепри маттур. Шăпа мана кỹрентермен. Йăха, хушамата тăсакан ывăл та панă", - ăшă кăмăлпа каласа паратчĕ вăл. Чăнах та вĕсем пурнăç çулĕпе çирĕп утаççĕ. Валентина Ивановна, Галина Ивановна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем. Галина Ивановна - тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ, Людмила Ивановна - поликлиника заведующийĕ, Николай Иванович - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн сотрудникĕ. Иван Митрофанович пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те Бакинсен хăтлă çурчĕ яланхиллех таса, кил таврашĕ тирпейлĕ. И.М.Бакин хастар ĕçне пысăка хурса хакланă. Ăна "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли" орденсемпе, нумай медальсемпе наградăланă.


"Елчĕк Ен"
09 июня 2012
00:00
Поделиться