Выльăхсене çаран çине
Выльăхсене çаран çине илсе тухмалли вăхăт çитрĕ. Унччен кĕтỹ çỹрекен вырăнсене вут-шанкăран, тимĕр татăкĕсенчен лайăх тасатмалла, картасене, çырмасем урлă хывнă кĕперсене юсамалла. Кашни выльăха тĕплĕн сăнамалла, чирлисене уйăрса сиплемелле, мăйракисене тата чĕрнисене касмалла. Патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем выльăхсене кĕтĕве кăлариччен тумалли ĕçсене _ диагностика тĕрĕслевĕсене тата прививкăсене туса ирттернĕ: туберкулезран _ 4620, çĕпĕр язвине хирĕç 5578 пуç выльăха прививка тунă. Выльăхсем ан кỹпĕнччĕр тесен, вĕсене симĕс курăк çитерме ерипен хăнăхтармалла. Хĕллехи рационпа тăрантарнă хыççăн ĕнесене тăруках калча çине кăларсан вĕсем чирлеме пултараççĕ: ăш-чикĕ пăсăлать, вар-хырăмра симĕс курăк ирĕлейменрен выльăх вăйсăрланать, ỹт хушма пăрахать тата сĕтне чакарать. Выльăха ешĕл апата çиме ерипен, 8-10 кунра хăнăхтармалла. Рационра хутăш апатсем те пулмалла, утă-улăм, сенаж çитермелле. Ĕнесем ан кỹпĕнччĕр тесен: _ ирхине утă е улăм, сенаж çитермесĕр çаран çине кăлармалла мар; _ сывлăм ỹкнĕ курăк çине кĕртмелле мар _ вăл типшĕрессе кĕтмелле; _ каю курăкĕ çине анана çулнă хыççăн 15 кун иртмесĕр кĕтỹ кĕртме юрамасть; _ хутăш апатсен пахалăхĕ лайăх пулмалла; _ тырă юлашкисене çитерме юрамасть. Мĕншĕн тесен унта çум курăк вăррисем нумай _ вĕсем хырăмлăхра хăвăрт йỹçеççĕ. Ĕнесен умĕнчен тăвар татăлмалла мар. Кĕтĕве шывпа тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв сахал ĕçекен ĕне апат сахал çиет, сĕтне чакарать. Çавна май ĕçмелли таса шыв ĕнесен умĕнчен пĕрре те татăлмалла мар. Шăрăх çанталăкра вĕсене кунне 4 хутчен, ытти чухне 3 хутран кая мар шăвармалла. Кĕтỹре çỹренĕ чухне выльăх хырăмĕ кỹпчеме пултарать, çакă вĕсене хăвăрт йỹçекен ешĕл апат ытларах çитерсен пулать. Кун пек чухне хырăмлăха лекнĕ курăк хăвăрт йỹçет, газ нумай пухăнать. Ĕне хырăмĕн сулахай енĕ пысăкланса каять, выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, йăванса кайма тата вилме пултарать. Енчен те ĕне кỹпĕннине асăрхасан кĕтĕве çаран çинчен хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кỹпĕннĕ ĕнене уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв юхтармалла, сулахай енчи хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут хушши чăмăрпа массаж тумалла, эмел _тимпанол ĕçтермелле. 1 флакона 2 литр шывпа хутăштармалла, кирлех пулсан, препарата тепĕр доза та пама юрать. Алă айĕнче тимпанол пулмасан çунтарнă магнези порошокĕпе усă курмалла. Ăна 2-3 литр тип çупа сĕтре е шывра 20 грамм _ йĕкĕр ывăç чухлĕ (вăл çăмăл) хутăштармалла. Усси пулмасан трокарпа сулахай енчен хырăмлăха шăтармалла. Малтан трокара дезинфекци тумалла, стилета гильза ăшне лартмалла. Трокара вĕçĕпе сылтăм хул пуççи сыпăкĕ еннелле тĕллесе тытса ỹт çине лартмалла, сылтăм алăпа рукоятка çине хытă çапса кĕртмелле. Сывлăша ерипен кăлармалла. Трокара кăларас умĕн стилета каллех гильза ăшне чикмелле. Пулнă сурана тасатса, асăрхаса тăмалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн ĕнене 12-24 сехет апат çитермелле мар. Каярахпа та сахал çитермелле, апат парассине майĕпен ỹстерсе пымалла. Ĕнен ăш-чикне лайăх ĕçлесе кайма пулăшма 0,5 литр шыв çине 15 мл. чемерица шĕвекĕ е 15 мл.сĕт кислоти ярса ĕçтермелле. Асăннă эмелсене районти ветеринари станцийĕн аптекинчен туянма пулать. |
"Елчĕк Ен"