Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Преступленисен шучĕ чакнă

Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Полици пайĕн ĕçченĕсем районти криминаллă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăрас, преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран е ытти киревсĕрлĕхрен асăрханас тĕллевпе кунсерен тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Виçĕ уйăхра районта 27 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çулхи пĕрремĕш кварталта _ 37). Тунă преступленисен ытларах пайĕ _ йывăрах мар преступленисем. Пĕлсе тăрсах теприн сывлăхне ятарласа вăтам сиен кỹнипе çыхăннă преступленисен шучĕ 1, улталассипе, мăшкăлассипе çыхăннисем 2-шер тĕслĕх таран ỹснĕ. Çав вăхăтрах ятарласа теприн сывлăхне йывăр сиен кỹрессипе çыхăннă преступленисем, хĕнессипе е сывлăха йывăрах мар сиен кỹрессипе, пусахлассипе çыхăннисем иртнĕ çулхи шайрах юлнă. Ют пурлăха вăрласси, теприне вĕлерессипе хăратасси, ỹсĕрле, ниçта та ĕçлеменнисем, маларах та судпа айăпланнисем тунă преступленисен шучĕ чакнă. Хĕç-пăшала е боеприпассене саккунсăр майпа туяннипе, сутнипе, упранипе çыхăннă преступленисем кашни çулах тĕл пулаççĕ. Çакăн евĕр преступленисене кăçал та, пĕлтĕр те пĕрер тĕслĕх регистрациленĕ. Сăмах май, кăçал Елчĕк ялĕнчи пĕр гражданина килĕнче саккунсăр майпа 6 патрон упранăшăн айăпланă. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх кăçал 96,4 (иртнĕ çул 97,6) процентпа танлашнă. "Вĕри йĕрсемпе" преступленисен 74,9 (иртнĕ çул _ 82,1) процентне уçса панă. Хĕç-пăшалпа усă курса преступлени çулĕ çине тăрассипе, мăшкăллассипе, пусахласа япала е укçа-тенкĕ туртса илессипе, çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе çыхăннă преступленисене уçса параслăх 100 про- центпа танлашнă. Кăçалхи 3 уйăхра йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăхăнманшăн 686 çынна айăпланă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи 197300 тенкĕпе танлашнă. Палăртнă тапхăрта районти çул-йĕрсем çинче 3 ДТП пулнă, вĕсенче 5 çын аманнă. ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ халăхран тĕрлĕ пăтăрмах, йĕрке-сĕрлĕх пирки 394 пĕлтерỹпе заявлени йышăннă, вĕсенчен 11-шĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă.


"Елчĕк Ен"
16 мая 2012
00:00
Поделиться