Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Ылтăн тĕрев" конкурсра çĕнтернĕ

 "Чăваш энергосбыт компанийĕ" АУО ЧР Стройминĕпе пĕрле 2011 çулшăн электроэнергипе усă куракансен хушшинче ирттернĕ "Чăваш Енĕн ылтăн тĕревĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Электроэнергин 2011 çулхи чи лайăх потребителĕсен хисепне пирĕн районти "Промсервис" НПО АХО, Л.Григорьев предпринимателĕн "Ритуал" предприятийĕ, "Комбайн" тата "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕсем кĕнĕ. Вĕсем иртнĕ çул энергипе тивĕçтермелли килĕшĕве туллин пурнăçланă, режимсемпе тỹлев графикĕсене çирĕп пăхăннă. Энергипе усă курассине виçеллĕ тума, перекетлĕ технологисемпе, виçев хатĕрĕсемпе усă куракансене "Энергоэффект -2011" уйрăм номинацире палăртнă. Вĕсем республикипе вуннăн пулнă. "Комбайн" ял хуçалăх призводство кооперативĕ çак хисепе кĕнĕ. Конкурс çĕнтерỹçисене "Чăваш Енĕн Ылтăн тĕревĕ _ 2011" Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă.


"Елчĕк Ен"
16 мая 2012
00:00
Поделиться