Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр кадастрĕн хакне чакарма пулать

2011 çулта Чăваш Республикинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен патшалăх кадастр хакне палăртнă. Çĕнĕ хака 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче куçман пурлăх шутне кĕртнĕ. Çакна шута илсе çĕр хуçисем валли налук виçине палăртаççĕ. Налук хисепĕ мĕн чухлĕ пулни кĕтменлĕх ан пултăр тесен кадастр хакне палăртнă чухнехи кăтартусене сирĕн маларахах тĕрĕслемелле. Патшалăх кадастр хакне пилĕк çулта пĕр хутран кая мар палăртмалла. Çак ĕçе хаклакан тăвать. Хак палăртнă хыççăн отчет çыраççĕ, унта çĕре хакланине тишкереççĕ. Отчет хаклакансен организацийĕн экспертизи витĕр тухать. Унтан пĕтĕмлетĕве ЧР Министрсен Кабинетĕнче çирĕплетеççĕ. Хăвăрăн çĕр хакĕ мĕн чухлĕ тăнине эсир куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнчен, Росреестр сайтĕнчи (www.portal.rosreestr.ru) "Публичная Кадастровая карта", "Справочная информация по объектам недвижимости в режиме online" пайсенче е Кадастр палатинче тỹлевсĕр пĕлме пулать. Куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕнче тата хăвăрăн çĕр докуменчĕсенче мĕн çырнине лайăх танлаштарса пăхăр (лаптăк виçи, мĕн тĕллевпе усă курма ирĕк пани тата ытти те). 2011 çулта кадастр хакне палăртнă чухне çĕр мĕнле пахалăхлă пулнине тата агроклимат вăйне те шута илнĕ. Çапла майпа Хĕрлĕ Чутай е Патăрьел районĕсенчи çĕр, Йĕпреç тăрăхĕнчипе танлаштарсан, хаклăрах пулĕ. Енчен те сирĕн çĕр лаптăкне хакланă чухне тĕрĕс мар кăтартусемпе усă курнă пулсан ятарлă комиссие çыру çырмалла. Комисси Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнче йĕркеленнĕ. Кадастр хакне тепĕр хут пăхса тухма ыйтса çырнине 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен памалла. Палăртнă кун хыççăн кадастр хакне Арбитраж сучĕ урлă анчах татса пама пулать. Çĕнĕ йĕрке 2011 çул хыççăн йышăннă çĕр хакне анчах пырса тивет. Енчен те эсир 2011 çулччен йышăннă патшалăх кадастр хакĕпе килĕшместĕр пулсан ыйтăва суд урлă татса пама пултаратăр. Çĕр лаптăкне хакланă чухне тĕрĕс мар кăтартусемпе усă курни палăрсан, çĕр лаптăкĕн рынокри хакĕ кадастр хакĕнчен 30 процент йỹнĕрех, хаклăрах пулсан _ комиссие заявленипе тухмалла. Унта экспертиза пĕтĕмлетĕвне те тăратмалла. Комисси йышăнăвĕпе килĕшмесен ыйтăва Арбитраж сучĕ урлă татса памалла. Çĕнĕ хака Росреестрăн кадастр палатин Чăваш Енри управленине тăратмалла, 10 ĕç кунĕнче ăна куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне кĕртĕç. Заявлени памалли тата тавлашуллă ыйтăва пăхса тухмалли вăхăта, кадастр хакне Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн сайтĕнче (www.to21.rosreestr.ru) "Кадастровый учет" пайĕнче тупма пулать. Çавăн пекех унта лару протоколĕсемпе, ыйтăва пăхса тухнă хыççăн тунă йышăнусемпе те паллашма пултаратăр. Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ.


"Елчĕк Ен"
16 мая 2012
00:00
Поделиться