Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чуна хумхантаракан уяв

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 67 çул тултарнине районти ял тăрăхĕсенче чаплă уявланă. Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсенче вăрçăн 11 ветеранĕ пурăнать: Елчĕкре - М.Абрамова, А.Баранов, Акчелĕнче Н.Московский, Элекçей Тимешĕнче П.Егоров, П.Кузьмин, Патреккелĕнче Н.Скворцов, Ĕнелĕнче А.Кузьмин, С.Кузьмин, Н.Шапошников, А.Николаев. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин вĕсене пурне те саламланă. Ĕнелĕнче пурăнакан С.Кузьмин, Н.Шапошников, А.Николаев Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе каштан йывăççисем лартнă. Аслă Елчĕкри паттăрсене асăнса лартнă палăк умĕнче иртнĕ митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев уçнă. Ветерансене, ял çыннисене район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçи А.Клементьев, Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ В.Падуев, Г.Волков ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин, районти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Л.Горшкова, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Е.Ахмерова, ветерансен ячĕпе П.Печков саламланă. Шкулта вĕренекенсем ветерансене тюльпансем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем парнеленĕ, ташă-юрăпа савăнтарнă. Лаш Таяпа ялĕнчи митинга Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Князев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, В.Меметов уйрăм предприниматель хутшăннă. Палăк умне чечексем, чечек кăшăлĕсем хунă. Учительница пулнă Л.Дмитриева ашшĕ фронтран янă юлашки çырăва вуласа панă. Л.Швецова фронта вара 6 çывăх тăванне ăсатнине аса илнĕ _ унăн куçĕсенче куççуль йăлтăртатнă. Курнавăшра иртнĕ митинга Э.Смирновăпа О.Шмелева ертсе пынă. Раççей гимнĕ янăранă хыççăн ветерансемпе ял-йыш умĕнче районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, Курнавăшри вăтам шкул директорĕ П.Кузнецов, ял тăрăхĕн ВУС инспекторĕ Н.Смирнова тухса калаçнă. А.Лакачев историк Аттелĕхĕн Аслă вăрçин историйĕ çинче чарăнса тăнă. Вăл çĕнтерĕве çывхартнă ветерансене ырăпа аса илнĕ. Шкулти 5-мĕш класра вĕренекенсем çар юррисем юрланă. Унтан вăрçăра пуç хунă воинсене асăнса пĕр минутлăха шăп тăнă. Курнавăшри информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем уява чаплăн ирттерме пулăшнă.


"Елчĕк Ен"
12 мая 2012
00:00
Поделиться