Аслă Çĕнтерỹ кашни çын чĕринче
Аслă Çĕнтерỹ пирĕн халăхшăн çăмăл килмен. 1418 куна тăсăлнă вăрçă. Кашни çемьене пырса тивнĕ вăрçă çĕр-шыври 27 миллион ытла çын пурнăçне илсе кайнă. Елчĕк районĕнчен те фронта 7 пин ытларах вăй питти çын тухса кайнă. Шăпа вĕсенчен çуррине анчах тăван килĕсене таврăнма пỹрнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 67 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах митингсем тата концертсем иртрĕç. Район центрĕнче пурăнакансем каçхине çамрăксен кашни çул ирттерекен митингне пуçтарăннă. Чи малтанах яшсемпе хĕрсем çар комиссариачĕ умĕнчи воин-интернационалистсене халалланă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă. Унтан Тĕп лапама çитиччен ялавсем, факелсем йăтса утнă. Çапла майпа вĕсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тылра ырми-канми ĕçленĕ халăха, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ вырăнти вăрçăсене хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене чыс тунă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçăпа тыл ветеранĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем 10 сехет тĕлне ШĔМĕн Елчĕкри полици пайĕн çурчĕ умне вырнаçтарнă вертолет умне пуçтарăнчĕç. Асăннă монумента Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче "хĕрỹ точкăсенче" пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалласа лартнă. Çĕнтерĕве, çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне халалланă юрă-кĕвĕ пуçтарăннисене хавхалантарчĕ, кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Уява район пуçлăхĕ Р.Молодова уçрĕ, пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çĕр-шыва мăн аслашшĕсем пекех сыхлама, юратма сăмах пачĕç вĕсем, ветеран-фронтовиксене мирлĕ тỹпешĕн тата ырă куншăн тав турĕç. Унтан уява хутшăннисем лозунгсемпе плакатсем, чечексемпе шарсем йăтса Елчĕкĕн тĕп урамĕсемпе утса çаврăнчĕç. Пурте туслăн урра! тенипе кĕрлесе анчах тăчĕç урамсем çак самантра. Елчĕкри çар комиссариачĕ умĕнчи воин-интернационалистсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хурасси уявăн тепĕр саманчĕ пулчĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн призыв пайĕн начальникĕ Ю.Венедиктов уяв ячĕпе саламларĕ. Елчĕк шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем ĕлĕкхи вăхăта - хĕрсем çамрăксене салтака ăсатнине сăнарларĕç. Тĕрĕллĕ сăмса тутрисемпе сулласа йĕкĕтсене "çĕр-шыва хỹтĕлеме ăсатрĕç" вĕсем. Уяв Елчĕкри Тĕп лапамра малалла тăсăлчĕ. Ветерансене палăк умне сумлă вырăна вырнаçтарнă хыççăн Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырă сунчĕ. - Аслă Çĕнтерỹ кунĕ - çĕр-шыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ỹссех пырать. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ чакса пырать. Паянхи кун районта вăрçăн 50 участникĕ, 213 салтак арăмĕ, 1055 тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Паянхи лăпкă пурнăçшăн эпир вĕсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сывлăх, телей пултăр сирĕн пурин те, - терĕ вăл. Вăрçăра вилнисене асăнса митинга килнисем пĕр минут шăп тăчĕç. Ветерансен ячĕпе вăрçă участникĕ - Патреккел ялĕнче пурăнакан Н.Скворцов сăмах илчĕ, кашнинех мирлĕ пурнăç сунчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов ветерансемпе тыл ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ячĕпе саламларĕ, парнесемпе чысларĕ. Марш кĕввипе Тĕп лапамра çĕр-шывăн пулас хỹтĕлевçисем - çамрăк армеецсем чăн-чăн салтаксем пек утса иртрĕç. Вĕсен парачĕ Аслă Çĕнтерỹ тунă халăхшăн мăнаçлану туйăмĕ вăратрĕ, ветерансен çамрăклăхне аса илтерчĕ. Кăçал Раççей историйĕн çулталăкĕ. Ăна тата Тăван çĕр-шывăн 1812 çулхи вăрçинче çĕнтернĕренпе 200 çул çитнине халалласа Елчĕкри тĕп больницăн ĕçченĕсем хатĕрленĕ композици уява пуçтарăннисене самантлăха ĕлĕкхи вăхăта тавăрчĕ. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса лартнă палăкпа обелиск умĕсене чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе преподавателĕсем, Елчĕк шкулĕн коллективĕ юрă-сăвăпа илем кỹчĕç. Çĕнтерỹ салючĕ тỹпене пин-пин çутăпа çĕкленчĕ. Тавах сире, ветерансем! Çак мирлĕ пурнăçшăн тавах! Мухтав сире, ветерансем! Телей пилленĕшĕн тавах!