Тупăш илетĕн - налук тỹле
Виçĕм кун район администрацийĕнче пулса иртнĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Паянхи кун Елчĕк районĕнчен çула тухакан çынна кирлĕ вырăна çитме, 20 çул каяллахипе танлаштарсан, питĕ çăмăл. Укçа-тенкĕ анчах пултăр. "АвтоВАС" ОАОн маршрутлă автобусĕсем, патшалăхăн налук инспекцийĕнче регистрациленнĕ уйрăм предпринимательсен пĕчĕк автобусĕсем, таксистсем çул çỹрекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Уйрăмах "АвтоВАС" ОАО тỹпи пысăк. Вăл пассажирсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Елчĕкре темиçе çул каялла туса лартнă Автотур паракан çăмăллăхсемпе те пассажирсем кăмăллă. Анчах саккуна пăхăнмасăр, урăхла каласан налук органĕсенче регистрациленмесĕр пассажирсем турттаракан автомобилистсем йышлă. Вĕсем налук тỹлемеççĕ, ятарлă ирĕк илнĕ предпринимательсене чăрмав кỹреççĕ. Çак ыйту тахçантанпах çивĕч тăрать. Канашлăва хутшăннă патшалăхăн Чăваш Республикинчи çул-йĕр асăрхавĕн инспекторĕ О.Андриянов, Чăваш Республикин Строительствăпа автотранспорт министерствин пай начальникĕ В.Шимин, федерацин налук службин Чăваш Республикин 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ В.Антонов, Елчĕк районĕн прокурорĕ В.Николаев, ГИБДДн Комсомольски уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.Кураков, "АвтоВАС" ОАОн генеральнăй директорĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн начальникĕн çумĕ В.Сергеев, пассажирсене илсе çỹрессипе ĕçлекен çумĕ Н.Максимов пассажирсене саккунсăр майпа илсе çỹренине тĕрĕслекен районсем хушшинче куçса çỹрекен ушкăн туса хумаллине, ку енĕпе ГИБДД уйрăмĕ, налук инспекцийĕ, ытти службăсем пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕç. Саккунсăр майпа пассажирсене илсе çỹрекенсен ĕçĕ-хĕлне пула район, республика бюджечĕ нумай миллион тенкĕ укçа çухатать. Елчĕк районĕнче пассажирсене саккунсăр майпа илсе çỹрекен 15 çынна тупса палăртнă. Юлашки вăхăтра ку енĕпе çĕнĕ саккунсем йышăннă. Анчах таксистсем вĕсенчен хăрамаççĕ пулас. Канашлура саккунсăр çапла майпа ĕçлекенсене чарса лартас тĕлĕшпе патшалăх органĕсем саккунпа пăхнă пур майсемпе усă курмаллине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин эрне кун "Победа" ООО никĕсĕ çинче кăçалхи çурхи тата çуллахи ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан техникăна ĕççине хатĕрлес енĕпе ирттернĕ канашлу çинче чарăнса тăчĕ. Хуçалăх çур акине ирттерме, выльăх апачĕ хатĕрлеме, тыр-пула пуçтарса кĕртме пĕтĕмпех çĕнĕ техника туяннă. Çавна май ыйту тухса тăрать: хуçалăх кивçен укçана мĕнпе татса пĕтерет? Хуçалăх ертỹçи Н.Головин каланă тăрăх, çĕнĕ техника пĕтĕм ĕçе вăхăтра вĕçлеме, кирлĕ чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме, сĕт суса илессине ỹстерсе пыни парăмсене татма май парать. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин патшалăх ял хуçалăхне паян паракан çăмăллăхсемпе усă курмаллине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Р.Молодова район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне С.Терентьевăна, халăха социаллă пулăшу паракан пай заведующине И.Аникинăна республикăри ветерансен канашĕн Хисеп грамотисене пачĕ.
"Елчĕк Ен"