Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Тỹрĕ лини" ĕçлерĕ

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче Федерацин почта службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçарăвĕпе пуçласа "тỹрĕ лини" йĕркеленчĕ. Унта Елчĕкри почтамт начальникĕ Петр Блинов тата Федерацин почта службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служба ертỹçи Оксана Иванова хутшăнчĕç. "Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен халăха тивĕçтерекен пулăшăвăн пахалăхĕ" тема тавра пычĕ çак кун калаçу. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев ертсе пычĕ. Палăртнă вăхăтра - 13 сехетрен пуçласа 16 сехетчен - клиентсемпе вулакансенчен шăнкăравсем пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăчĕç. Почта çыхăну уйрăмĕсенчи ĕçченсем пирки пĕр кăмăлсăр калаçу та илтме тỹр килмерĕ вĕсенчен. Чи малтанах Патреккел ялĕнчи Н.Вершков шăнкăравларĕ. Николай Васильевич почтальонсен, Елчĕкри почтамт ертỹçин, операторсен тата ытти ĕçченсен ĕçĕсемпе питĕ кăмăллă пулнине хыпарларĕ. Чи малтанах почтамтри тата çурт умĕнчи хăтлăхпа илемлĕх, тасалăхпа тирпейлĕх кунта килекен халăх кăмăлне çĕкленине, ĕçченсем клиентсен ыйтăвĕсене пĕр кăлтăксăр, пысăк пахалăхпа тивĕçтернине, вĕсен тараватлăхĕ, ăш пиллĕхĕ, ырă чунĕ тата çепĕç чĕлхи кашнин чунне ăшăтнине палăртрĕ. Хаçат-журналсăр пуçне куллен кирлĕ таварсем, çĕнĕрен те çĕнĕ пулăшусем сĕннишĕн кăмăллă пулнине каларĕ. Тепĕр ырă пулăм пирки те манмарĕ - почтальонсем пĕччен пурăнакан ватăсене е район центрне час-час тухса çỹреймен çынсене электроэнергипе, газпа, коммуналлă ытти пулăшусемпе усă курнăшăн тивекен тỹлевсене хăйсемех тỹлеме пулăшаççĕ. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчи ватăсемшĕн çак пулăшу темрен те паха. Çак ăшă сăмахсене çирĕплетсе, хăйсен ялĕсенчи почтальонсене ырласа Аслă Елчĕк ялĕнчен В.Кассирова, З.Чернова, Елчĕкрен П.Хушкин, Р.Бобылев, В.Егоров, Л.Горшкова, Ĕнелĕнчен Г.Петрова, Тỹскелĕнчен Л.Егорова, Вырăскассинчен Г.Кириллова, Кавалтан О.Изратова, Шăмалакран В.Усанова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчен Е.Баринова, Р.Федорова тата ыттисем те шăнкăравларĕç. Вĕсем çирĕплетнă тăрăх, почта çыхăну уйрăмĕсенче пурнăçа кĕрекен ырă улшăнусенче ĕçшĕн хыпса çунакан, ответлăха çирĕп туякан ертỹçĕн - Петр Александрович Блиновăн тỹпи пысăк. Çавăнпа та Елчĕк почтамчĕ çулсеренех республикăра та малтисен йышĕнче. Чăн та, çĕнĕрен те çĕнĕ пулăшусем сĕнеççĕ Елчĕкри почтамтра. Çакна эпир кулленех хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Интернетпа çыхăнатпăр, карас телефонĕсен счечĕсем çине укçа-тенкĕ хуратпăр, сăн ỹкерчĕксем пичетлеттеретпĕр... Пурне те асăнса тухма хаçатра вырăн та çитмест. Шăмалакри тĕслĕх библиотека заведующийĕ Венера Усанова та çак шухăша палăртрĕ. Библиотека ялти почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсемпе уйрăмах тачă çыхăнса, пĕр чĕлхе тупса ĕçленине, пĕрлехи мероприятисем йĕркеленине те асăнчĕ. Çав вăхăтрах сĕнỹсем пама та манмарĕ библиотекарь: 

- Малашне ялти почта çыхăну уйрăмĕн çуртне хăтлăх кĕртсе юсасан, почта работникĕсене ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтерсен питĕ те кăмăллă пулĕччĕ. Федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-службин ертỹçи Оксана Иванова асăннă ыйту çине тỹрех хуравларĕ: 

- Почта ку енĕпе ĕçлеме пуçланă, çавна май ятарлă тума суйласа илме конкурс йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра почта операторĕсене ятарлă тумпа тивĕçтерĕç. Виктор Егоров адвокат та почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăллине, почта пулăшăвĕсемпе усă курнă чух кăлтăксемпе тĕл пулманнине, çырусем адресатсем патне вăхăтра тата чăрмавсăр çитнине тата ытти ырă енсене палăртрĕ. Елчĕкри почтамтри пулăшу тĕсĕсем çулсеренех ỹссе пыраççĕ. Çавăнпа та майлă самантпа усă курса Петр Блинов тата Оксана Иванова халăха час-часах пăшăрхантаракан хăш-пĕр ыйтусем çине те хуравларĕç: 

- Елчĕкри почтамт урлă чукун çул транспорчĕсемпе çỹремелли билетсем туянма пулать тени тĕрĕс-и? 

- Çапла. Паянхи кун Елчĕкри почтамт урлă чукун çул транспорчĕсемпе çỹремелли билет туянма май пур. Ку чухне банк картти уçса чăрманмалла та мар. 

- Ют регионсене командировкăсене çỹрекен е вăрах вăхăт килте пулман кил хуçи ячĕпе заказлă çырусем е посылка килет. Çавна май çын вĕсене вăхăтра илеймест. Çакăн евĕр лару-тăрура мĕн тумалла? 

- Кашни çыннăн почта урлă ярса панă çырусемпе посылкăсене упрас вăхăта ỹстерме ирĕк пур. Çапла тăвас тесен асăннă пулăшушăн тỹлемелле. Вĕсене хăвăр шаннă çыннăр та илме пултарать. Сирĕн ун ячĕпе шану хучĕ çырмалла. Енчен те çырăва сирĕн ятăрпа çыраççĕ пулсан, шану хутне хăвăр ятăртан, компани ячĕпе килсен асăннă организаци е предприяти ячĕпе хатĕрлемелле.

- Ывăл е хĕр Шупашкарта е ытти хулара вĕренет. Ун ячĕпе Раççей Пенси фончĕн управленийĕнчен тата налук инспекцийĕнчен çырусем килсен, почтальон вĕсене ытти çемье членĕсене парса хăвармасть - шану хучĕ çырмаллине хыпарлать. Шану хутне нотариус урлă хатĕрлесси хака кайса ларать. Çак тĕслĕхре мĕн сĕннĕ пулăттăрччĕ? 

- Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕнче палăртнă тăрăх, корреспонденцисене нотариус патĕнче хатĕрленĕ шану хучĕсĕр пуçне çын ĕçлекен е вĕренекен, вăхăтлăх пурăнакан çурт-йĕр организацийĕнче, сипленекен больницăра çирĕплетнĕ шану хучĕпе те илме пулать. Шану хучĕ çинче çыннăн ялан пурăнакан вырăнти почта çыхăну уйрăмĕн индексне палăртмалла.

- Çумра паспорт пулмасан ытти документпа почтăра посылка илме пулать-и? Водитель удостоверенийĕпе, сăмахран?

- Посылкăсене çын кам пулнине ĕнентерекен документпа илме пулать. Вĕсен шутне паспорт, çар билечĕ, моряк паспорчĕ е ирĕкрен хăтарнине ĕнентерекен справка, Федераци Канашĕн членĕн е Патшалăх Думин депутачĕн удостоверенийĕсем кĕреççĕ. Корреспонденцисене водитель удостоверенийĕсемпе памаççĕ. 

- Почтальонсене час-часах тулли сумкăсемпе курма пулать. Хаçатсемпе çырусемсĕр пуçне вĕсем çынсене куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Чылай чухне таварсене вĕсене шелленипе анчах илсе юлатпăр. 

- Çак ыйту çине тỹрремĕнех хуравлатпăр. Коммерци таварĕсене сутмасан почта ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма çăмăл мар. Мĕншĕн тесен Раççей Почти халăха тивĕçтерекен пулăшусем (хаçат-журнал çырăнтарасси, пенсипе тивĕçтересси...) тăкаклă. Таварсене сутассине тăкаксене саплаштарас тĕллевпе çĕр-шыв шайĕнчех ĕçе кĕртнĕ. Сăн ỹкерчĕкре: П.Блинов, Н.Алексеев, О.Иванова "тỹрĕ лини" вăхăтĕнче



"Елчĕк Ен"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться