Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пăр çинчи çапăçу

Присоединенное изображение
Паян çĕр-шывра Раççей Çар мухтавĕн кунне паллă тăваççĕ. 1242 çулта Александр Невский ертсе пынипе вырăс çарĕсем Чудское кỹлĕ çинче нимĕç рыцарĕсене çапса аркатнă. "Ледовое побоище" ятпа çырăнса юлнă çак çапăçу Раççей историйĕнче паллă йĕр хăварнă. 1240 çулта Новгород çĕрĕ çине нимĕç рыцарĕсем тапăнса кĕнĕ. Раççей тутар-монголсен çарĕсене пула вăхăтлăха вăйсăрланнипе усă курса тăшман вырăс çĕрĕсене çавăрса илме ĕмĕтленнĕ. Ливон Орденĕн çарĕ вăйлă та çирĕп хĕç-пăшалланнă çар шутланнă. Çавна май нимĕç рыцарĕсем Изборск хулине кĕске вăхăтрах ярса илнĕ. Пирвайхи çитĕнỹсем хыççăнах: "Славян халăхне хамăра пăхăнтарăпăр" _ теме пуçланă вĕсем. Хăрушлăха туйса ентешĕсене пулăшма çапăçăва Псков çарĕсем те хутшăнаççĕ. Вăйсем тан пулманран вĕсем те тăшманран хур тỹсеççĕ _ Гаврила Гориславич воеводăпа пĕрле тата 800 ытла çын пуçĕсене хунă. Хăш-пĕр боярсем тăшмана сутăнни лару-тăрăва тата та йывăрлатнă. Вĕсем пулăшнăранах тăшмансем Псков хулине пăхăнтарнă, унтан Сабель, Тесов, Копорье районĕсене çавăрса илнĕ. Аслă Новгород хулине тата ытти вырăнсене нимĕçсем 1241 çулта парăнтарма палăртнă. Чи йывăр самантсенче Новгород халăхĕ Александр Ярославович Невский князь пирки аса илнĕ. Маларах, 1240 çулхи хĕлле, Александр Новгородри хăш та пĕр боярсемпе тавлашăва кĕнĕ хыççăн асăннă хуларан пăрахса кайнă пулнă. Новгородри владыка хăй Ярослав Всеволодович Владимирский аслă князь патне кайса ывăлне _ Александр Ярославович князе хăйсене пулăшма яма ыйтать. Лару-тăру çăмăлах маррине, сăмах Новгород хулин анчах мар, пĕтĕм çĕр-шыв хăрушлăхĕ пирки пынине лайăх ăнланнă князь. Çавăнпа та вăл ывăлне пĕр сăмахсăр Новгорода яма килĕшнĕ. Александр Ярославович Невский вăл вăхăтра пĕтĕм çĕр-шывĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ пулнă ĕнтĕ. 20 çул та тултарса ĕлкĕреймен князь 1240 çулта хăйĕн пысăках мар дружинипе тата Ладога ополченийĕпе Нева юхан шывне юхса кĕрекен вырăнти Ижор юхан шыв патĕнче шведсен çарĕсене çиçĕмле хăвăртлăхпа çапса аркатнă. Хăюллă, паттăр çар пуçлăхне çакăн хыççăн Невский тесе чĕнме пуçланă. Чудское кỹлĕ çинчи çапăçу 1242 çулта ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирех пуçланнă. Талантлă çар пуçлăхĕ Александр Невский çапăçăва ăслăн та меллĕн йĕркелесе пынă. Хĕвел тухнă вăхăтра нимĕçсем вырăс çарĕсен пысăках мар ушкăнлă стрелокĕсене асăрханă хыççăн вĕсем çине тапăнса кĕнĕ. Стрелоксем хăйсем çинче тăшманăн тĕп вăйне йышăннă. Кĕçех рыцарьсемпе вырăс стрелокĕсем алă вĕççĕн çапăçма пуçланă. Çапăçу хĕрсе пынă вăхăтра Александр Невский сигналĕпе нимĕçсене сылтăм тата сулахай енчен вырăс полкĕсем хĕсме пуçланă. Лару-тăру çапла сиксе тухасса кĕтмен тата ăнкарма та пултарайман тăшман çухалса кайнă, каялла чакма пуçланă. Кĕçех нимĕçсем тĕрлĕ енне тарма тытăннă. Çак вăхăтра засадăран лашасен полкĕ тухнă. Тăшман салтакĕсене вăл пăр тăрăх Чудское кỹллĕн хĕвел анăç енчи çыранĕ еннелле хăваласа кайнă. Вырăссем 400 рыцаре вĕлернĕ, 50-шне тыткăна илнĕ, ыттисем йăлтах кỹлле путнă. Ливон Орденĕ çак çапăçу хыççăн вырăссенчен килĕшỹ тума ыйтнă. Килĕшỹ условийĕсене вырăссем палăртнă. Тăшман хăй тытса илнĕ вырăнсене каялла тавăрса панă.


"Елчĕк Ен"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться