Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш ятне ямасть

Л.ЕГОРОВА. Çĕнĕ Пăва ялĕ.
 Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Таисия Григорьевнăпа Алексей Андреевич Никифоровсен пултарулăхĕпе вулакансем район хаçатĕнче пĕр хут çеç паллашман. Ентешсем Свердловск облаçĕнче вырăссем хушшинче пурăнаççĕ пулсан та Чăваш Енĕн ăшшине упраççĕ, Урал тăрăхĕнче ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса чăваш ятне çỹлти шая çĕклеççĕ. Ĕçчен те пултаруллă пулнипе хисеплеççĕ вĕсене вырăссем. Нумаях пулмасть Каменск-Уральск хулинчи "Современник" культура çуртĕнче ирттернĕ "2012 çулхи элегантлă миссис" конкурсра Таисия Григорьевна каллех хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене, жюри членĕсене тĕлĕнтернĕ. Конкурса 55-60 çулсенчи тăхăр хĕрарăм хутшăннă. Вĕсенчен саккăрăшĕ хуларан пулнă. Пĕр пирĕн ентеш çеç Каменск районĕнчи Брод ялĕнче пурăнать. Çапах та вăл мĕн пур тупăшура ыттисенчен ĕлккенрех, çыпăçуллăрах, чипертерех, капăртарах, çепĕçрех, хỹхĕмрех пулнипе палăрнă. Капăр чăваш тумне тăхăнса хăйĕн пурнăçĕ çинчен сăвăласа вырăсла каласа пани, "Симĕс-симĕс топольсем" юрра чуна тивмелле ăшшăн юрлани, Елчĕк тăрăхĕнчи пек хăна сĕтелĕ, чăваш тĕрриллĕ алă ĕçĕсен куравне йĕркелени, "Çарăк" юмаха хăйне евĕрлĕ кăтартни, тĕрлĕ çи-пуç тăхăнса хỹхĕм утма пĕлни пурин кăмăлне те кайнă. Таисия Григорьевна конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Ентешĕмĕре турист путевки тата ытти хаклă йышши сувенирсем, грамотăсем парса чыс тунă. - Вырăс халăхĕ çакăн пек хисеплени мана тата та хавхалантарать, пурнăçра вăй-хал парать,- тет Таисия Никифорова тантăшăм.



"Елчĕк Ен"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться