Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ техникăра ĕç ăнăçлăхĕ

 

Иртнĕ эрне кун "Победа" сахал яваплă юлташлăхăн машинăпа трактор паркĕ ял хуçалăх машинисем туса кăларакан пĕр-пĕр завод территорине аса илтерчĕ. Кунта хальхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен, энергие перекетлекен, ял хуçалăхĕнче усă куракан хăватлă техника хатĕрĕсене речĕпе лартса тухнă. Çĕр хатĕрлекен, акакан агрегатсем çеç мар, выльăх апачĕ хатĕрлекен, вырмана хутшăнакан, ытти ĕçсене пурнăçлакан машинăсем те чылай: вăрлăха им-çамлакан, тиекен машинăсем, МТЗ-2022.3 йышши 2 хăватлă трактор, çĕр хатĕрлекен культиваторсем, тĕш тырă акакан СЗП-800 йышши пневмосеялка, плуг, дискатор, выльăх апачĕ пухакан Дон-680 комбайн, хăй тĕллĕн çỹрекен косилка тата ытти хатĕрсем. Кăçал çеç "Победăсем" 13 техника хатĕрĕ, пурĕ 20 миллион тенкĕлĕх туяннă. Иртнĕ çул та машинăпа трактор паркне çĕнетме инвестици кредитне 10 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Çакна уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем мĕнле хатĕрленнине пĕтĕмлетỹ тума семинар-канашлăва хутшăннисем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Çур аки умĕн ирттернĕ семинар-канашлу ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, механизаторсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, пайĕсен ертỹçисем, ял хуçалăхне тĕрлĕ техникăпа, минераллă удобренисемпе, им-çампа тивĕçтерессипе, пулăшу парассипе ĕçлекен предприятисен, ветеринари службин ертỹçисем, кредитпа страховани организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе, семинар-канашлăва хутшăннисене "Победа" сахал яваплă юлташлăх ертỹçи Н.Головин тата "Агротехкомплект" сахал яваплă юлташлăх директорĕ В.Гаврилов хальхи техника хатĕрĕсемпе паллаштарнă май, вĕсемпе усă курни ĕçе хăвăртлатма, пахалăхлă пурнăçлама пулнине палăртрĕç. Аслă Пăла Тимешри культурăпа информаци центрĕнче ирттернĕ теори пайĕ савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. Çак ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем пухăннисене илемлĕ юрăсемпе саламланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ĕçре палăрнă В.Смолинăна, Н.Зайцева, В.Порфирьевăна, М.Петровăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене парса чысларĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта выльăхсене хĕл каçарассипе мĕнле ĕçлесе пынипе, уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан техникăна хатĕррисен ретне лартнине тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Кашни ял хуçалăх предприятийĕнчи, хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерчĕ вăл. Кăçал районĕпе 20 пин гектара яхăн çурхи культурăсем акса-лартса хăвармалла, вĕсенчен 13 пин гектарĕ - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши. Вăрлăхсен 92 проценчĕ пахалăх нормисене тивĕçтерет. Хуçалăхсем 600 тоннăна яхăн элита вăрлăх туяннă. 1880 тонна минераллă удобрени илсе килнĕ. Çурхи ĕçсене пурнăçлама кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсене илсе килесси те малалла пырать. Дизель топливине 438 тонна (кирлин 82 проценчĕ) туяннă. Уйрăмах ку тĕлĕшпе "Комбайн" ЯХПК, "Прогресс" АХО, "Победа" ООО, "Рассвет" ЯХПК, "Агропродсервис" ООО ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсенче çурхи ĕçсене ирттерсе яма çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Ытти хуçалăхсем те йỹнетнĕ дизель топливине Чулхула облаçĕнчен илсе тухассипе малалла ĕçлеççĕ. Уй-хирти кăçалхи ĕçсене пурнăçлама техникăна хатĕрленине семинар-канашлăва пухăннисене мультимедиа мелĕпе кăтартрĕç. "Победа", "Урожай" ОООсем, "Прогресс" АХО, "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет" ЯХПКсем, ытти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Анчах та районта, иртнĕ кĕркунне çумăрлă çанталăк тăнă май, сухаланмасăр юлнă лаптăксем те сахал мар. Вĕсене ĕçлесе хатĕрлес енĕпе те çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсем çителĕксĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, çĕртмене вăхăтра туса хăварайман хуçалăхсенче культурăсем тухăçлă çитĕнĕç тесе шанма çук. Çурхи ĕçсен тапхăрĕ те тăсăлса кайма пултарать. Кăçалхи çурхи ĕçсен уйрăмлăхĕсем чылай. Чи малтанах çур аки каярах юлма пултарать. Кĕрхи культурăсен те пĕр пайĕ йывăрлăхра - пăсса акма та тивĕ. Çавăнпа пĕр техника хатĕрĕ çине тивекен ĕç калăпăшĕ пысăкланать. Халĕ, ним тăхтаса тăмасăр кĕрхи культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксене тымартан апатлантармалла, вăрлăхсене акас умĕн им-çамламалла, акана 7-8 ĕç кунĕнче вĕçлемелле, çурхи ĕçсем хыççăн хура пусă анисене ĕçлесе хатĕрлеме тытăнмалла. Темле йывăрлăхсем пулсан та, акăнакан лаптăксене чакармалла мар. Ỹсен-тăрансене çу тăршшĕпех хỹтĕлемелле. Çак мероприятисем çинчен Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи филиалĕн ỹсен-тăрансен хỹтĕлевĕн пайĕн ертỹçи О.Белова, "Восток" ООО директорĕ Л.Смирнова чарăнса тăчĕç. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси çине "Агротехкомплект" ООО директорĕ В.Гаврилов ытларах тимлĕх уйăрма кирлине палăртрĕ. Вăл хуçалăхсемпе тата та тачă çыхăнса ĕçлесшĕн. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илес ĕçре укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Инвестици кредичĕсем илмелли уйрăмлăхсемпе "Россельхозбанк" АУОн Елчĕкри филиалĕн управляющийĕ А.Миллин, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507/099 номерлĕ хушма офисĕн уйрăм çынсемпе организацисене кредитпа тивĕçтерекен секторĕн ертỹçи С.Московский паллаштарчĕç. Ял хуçалăх культурисене тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхлас тĕлĕшпе МСК страховани ушкăнĕн специалисчĕ А.Жирнова, хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен халăхăн социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ А.Теллин каласа пачĕç. Уй-хирти çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ чухне шута илмелли условисемпе АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ В.Афанасьева паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ, "Победа" сахал яваплă юлташлăх ертỹçине Н.Головина тав турĕ, ытти хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсене техникăна çĕнетме унран тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.


"Елчĕк Ен"
18 апреля 2012
00:00
Поделиться