Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Васкаса мар, вăхăтра туни аван

"Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене çур акинче акса хăварма кирлинчен те ытларах - пурĕ 1700 центнер хатĕрленĕ, вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. - Ĕçе юлашки кунсене хăвармарăмăр, кайран васкамалла ан пултăр тесе ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене алласа сортлассине иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнченех тытăнтăмăр. Ĕçе вăхăтра туни аван, - тет ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Николай Зайцев. Леонид Пупин шартлама сивĕ кунсенче анчах сортировкăна ĕçлеттермен, ытти чухне кунта ĕçе икĕ сменăпа йĕркелесе пынă. Вăрлăха алласа сортлама хутшăнакан хĕрарăмсем те хăйсен тивĕçне яваплăха туйса пурнăçланă. Турханта пурăнакан Елена Васильева, акă, тивĕçлĕ канура пулсан та кашни çул май пур таран пĕрлешỹллĕ хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнать. Вячеслав Пробкин, Татьяна Пробкина, Елена Аверьянова, Алина Уткина, Марина Боброва та хăйсене шанса панă ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тимленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче вăрлăхсене çĕнетме кирлине те лайăх ăнланаççĕ. Çакна тĕпе хурса нумаях пулмасть Комсомольскинчи сорт участокĕнчен çĕнĕ сорт - "Адам" сĕлĕ кỹрсе килнĕ. Акана хутшăнакан ял хуçалăх машинисене хатĕррисен ретне лартнă. Йỹнĕ хакпа уйăрса панă çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кỹрсе килме тытăннă. Пĕр сăмахпа, яваплă тапхăра ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ.  Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Алина Уткинăпа Марина Боброва тата Елена Васильева пенсионерка "Петкус" сортировкăпа вăрлăхлăх тырă аллаççĕ.



"Елчĕк Ен"
31 марта 2012
00:00
Поделиться