Тĕплĕн хатĕрленеççĕ
"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ака ĕçĕсене пурнăçлама яланхиллех тĕплĕн хатĕрленнĕ: ял хуçалăх машинисене лайăх юсаса çитернĕ, çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн вĕсене çак кунсенчех патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, акма кирлĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ, вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçнĕ. Юсав ушкăнĕнче тăрăшакансемпе механизаторсем сивĕ хĕл кунĕсенче те пĕр кун ĕçрен юлман, халĕ те машинăпа трактор паркĕнче хĕрỹ вăхăт пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Нумайранпа механизаторта вăй хуракан, пур ĕçе те хастар хутшăнакан Радик Квасов çак тапхăрта МТЗ - 80 йышши икĕ трактора тĕплĕн юсама пултарнă. Вĕсене паян тесен паян хире илсе тухма пулать. - Владимир Кукурузова та мĕн пур ĕçе шанма пулать. Ака, вырма вăхăтĕнче канăçне пĕлмесĕр механизаторта тăрăшать, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта техника паркĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесе пырать, - каласа кăтартать гараж заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан пирки Геннадий Викентьев тĕп инженер. Вăл ял хуçалăх машинисене "чун кĕртме" хутшăнакансен ĕçĕпе кăмăллă. Михаил Горшков, тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр, ял хуçалăх предприятийĕн ĕçне хастар хутшăнать. Леонид Максимовпа иккĕшĕ вĕсем юсав бригадинче слесарь пулса тăрăшаççĕ. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче инженери факультетĕнче куçăмсăр майпа ăс пухакан Андрей Измайлов аслă юлташĕсен тăрăшулăхĕпе хавхаланнă. Аслă шкулти теори пĕлĕвне кулленхи ĕçпе çирĕплетекен çамрăк лайăх инженер пуласси пирки иккĕленмелли çук. Ял хуçалăх предприятийĕнчи техника паркĕ пуянлансах пырать. Икĕ çул каялла харăсах çĕнĕ йышши хăватлă икĕ трактор, пĕлтĕр "Вектор-410" комбайн, косилкăпа плугсем туяннă. Çитес вăхăтрах тата хăватлă икĕ трактор илме палăртнă. Мĕншĕн тесен малашне ял хуçалăх предприятийĕнче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ те самай ỹсме кирлĕ: кăçалтан пуçласа вĕсем Аслă Таяпара пурăнакансен пай çĕрĕсене 200 гектара яхăн арендăна илме палăртнă. Ака ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсене малтанах кирлĕ таран кỹрсе килнĕ. Çĕнĕ вăрлăхсем те туяннă. Сăн ỹкерчĕкре: ял хуçалăх техникине "чун кĕртекен" Владимир Кукурузовпа Андрей Измайловăн тата Радик Квасовăн кулленхи ĕçре пĕр-пĕринпе канашламалли сахал мар.
"Елчĕк Ен"