Патшалăх пулăшăвĕ меллĕ, ансат
Чăваш Енре республикăн пĕрлехи анлăшне йĕркелес тата ăна тĕнчен пĕрлехи информацийĕпе çыхăнтарас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Çакă влаç органĕсен ĕç-хĕлне аталантарма, халăха Интернетпа çыхăнса ĕçе вырăнтах йĕркелеме май парать. Халăх пурнăçĕн пахалăхне ỹстерес, обществăн тĕрлĕ сферисене аталантарас тĕллевпе йышăннă "Электрон правительстви" проект ку ĕçре пысăк пулăшупа тивĕçтерет. Проекта республика хастар хутшăнать. Информаципе коммуникаци технологийĕсене аталантарас енĕпе вăл Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Пирĕн республикăра 2006 çултанпа электрон цифра меслечĕпе алă пуснине ĕнентерекен корпоратив центрĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра вăл патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 1000 яхăн органĕн, çавăн пекех бюджет организацийĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Çак çĕнĕлĕхсем патшалăх влаç органĕсен тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен докуменчĕсен шалти çаврăнăшне йĕркелеме май панисĕр пуçне, республикăра пурăнакансене Раççей тата Чăваш Ен патшалăх влаçĕсен органĕсемпе çыхăнма, интерактив сервисĕллĕ пулăшу тĕсĕсемпе усă курма пулăшаççĕ. Сăмахран, граждансем "Электрон регистратури" урлă иртнĕ çул анчах 200 пин хут ытла тухтăрсем патне йышăнăва çырăннă. Çынсем çавăн пекех налук тата ытти органсенче, суд приставĕсен службинче парăм пуррипе çуккине тĕрĕслеме, ытти тĕрлĕ пулăшусемпе усă курма пултараççĕ. Вăхăт иртнĕ май çак пулăшусен тĕсĕ ỹссех пырĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.