Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лайăххи патне ăнтăлмалла!

image #2289Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнче пулчĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ технологисемпе анлă усă куракан "Прогресс" хуçалăха çитсе курчĕ. Кунта икĕ çулта ĕне витисемпе сысна фермине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра 1649 выльăх, 5041 пуç сысна усраççĕ.
Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ район больницинче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, электрон регистратура, хирурги, терапи, диагностика уйрăмĕсен, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.
Республика Пуçлăхĕ район активĕпе канашлу ирттерчĕ. Администраци пуçлăхĕ Николай Миллин çур акине мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каланă тăрăх – кăçал республикăра акмалли лаптăксем 581 пин гектарпа танлашмалла, куккурус ытларах акма палăртнă. Министр топливо туяннă чухне çăмăллăхсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял халăхне пулăшмалли программăсем çинче чарăнса тăчĕ.
Тĕплĕнрех – çитес номерте.




"Хыпар"
17 марта 2012
00:00
Поделиться