Çăкана чун кĕртекен ÿнерçĕ
Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Чăваш халăх художникĕн Владимир Агеевăн куравĕпе пĕр кун тепĕр экспозици - Юрий Андреевăн скульптурисен выставки - ĕçлеме пуçларĕ. Çакă ахальтен мар пулĕ. Икĕ ÿнерçĕн ĕçĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнура тăраççĕ, пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ. Юрий Ананьевич та, Владимир Иванович пекех, чăваш аваллăхĕпе, ял пурнăçĕпе, хресчен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать. Пĕри çакна пир татăкĕ çинче çуллă сăрăпа сăнлать, тепри - йывăçа касса эрешлесе. Хурăнташсем те вĕсем, Елчĕк хутлăхĕнчен. Владимир Агеев Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ, Юрий Андреев - Кивĕ Эйпеçре. Иккĕшĕн те кăçал юбилей. Халăх художникĕ 80 çул тултарать, çăкана чун кĕртекен ÿнерçĕ - 50.
Йывăçпа ĕçлекен скульпторсем хальхи вăхăтра йышлах мар. Юрий Андреевăн вĕрентекенĕ Владислав Зотиков тата унăн наставникĕ Юрий Ксенофонтов ку енĕпе чылай ĕç тунă. Юрий Иванович, шел те, пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, Зотиков вара юлашки çулсенче бронзăпа ытларах ĕçлет.
- Çăка - туйăмлă йывăç, çемçе, ăшă, - тет Юрий Ананьевич. - Çапах та унран сăнар касса кăлариччен нумай вăй хумалла: тупса типĕтмелле, ятарлă условисенче упрамалла. «Пиçсе» çитсен çеç ĕçе пуçăнмалла.
Куравра - тĕрлĕ çулта пурнăçланă 25 скульптура. Вĕсем пурте Чăваш патшалăх ÿнер музейне парнеленĕскерсем.
Акă «Киремет» умĕнче тăратăп. Ĕмĕрсен çул çыравĕ тейĕн ватă лаштра юмана. Чăвашăн миçе ăрăвĕ, йăхĕ пуç тайман-ши ăна? Акă халĕ те темиçе кинеми парнесем панă май пулăшу ыйтаççĕ. Кунтах «Пир шуратни», «Хăмла татни», «Кĕтÿ ачи», ытти скульптура. Кусем - чăвашăн авалхи ял пурнăçне сăнланисем. Кăçал çеç кун çути курнă «Чăваш кĕвви» ĕç куравăн тĕпелĕнче. Йывăç çумне сĕвĕнсе ларакан ача аллинче - шăхлич. Çакскерĕн уçă та тунсăхлă сасси çула тухнă ватă мучие çеç мар, ун умĕнче тăракан пур çыннăн чунне те тыткăна илнĕн туйăнать. Тавах ÿнерçе ăшă, кăмăллă ĕçĕсемшĕн.