Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сиплевçе суйлама ирĕк пур

 ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ, медицина наукисен докторĕ Алла Самойлова массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцин тĕп ыйтăвĕсем муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене республика шайне куçарнипе тата федерацин "Обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен" саккунне кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртнипе çыхăннă. Министр палăртнă тăрăх - район-хула больницисене республика шайне куçарни пациентсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатма, сиплев учрежденийĕсене пахалăхлă пулăшу памалли стандартсемпе танлашма май парать. Халĕччен район больницин тĕп тухтăрне вырăнти ертỹçĕ суйласа лартнă, муниципалитет укçа-тенкĕ уйăрнă, сиплев учрежденийĕн ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăнă, малашне тĕп тухтăра министр хушăвĕпе çирĕплетеççĕ. Паллах, администраци пуçлăхĕн шухăш-кăмăлне те шута илеççĕ ĕнтĕ. Ахальтен мар: ку тăрăхри халăх сывлăхĕшĕн вăл яваплă, сиплевçĕсен тивĕçĕ - чир-чĕртен сыватасси. Вĕсен пĕр-пĕринпе килĕштерсе, партнер хутшăнăвĕсем йĕркелесе ĕçлеме тивет. Укçа-тенкĕпе вара тỹрремĕн тивĕçтереççĕ. Чылай ыйтăва, пурлăхпа е этем сывлăхĕпе çыхăннисене, пахалăхлă татса пама май килĕ. Сăмахран, уйрăм специалист-тухтăр пĕр районта çук тейĕпĕр, апла тăк кỹршĕннине чĕнсе илме пулать. Тытăма çĕнетсе улăштарнă май район-хулари сывлăх сыхлавĕн пайĕсем пулмаççĕ, вĕсен вырăнне ресурс центрĕ йĕркеленет, асăннă служба централизациленет. Тỹлевсĕр эмел хакне малашне муниципалитет бюджетĕнчен мар, республикăннинчен саплаштараççĕ. Çỹлерех асăннă саккунпа килĕшỹллĕн пациент тухтăра та, сиплев учрежденине те суйласа илме пултарать. Паллах, кун пирки çуллен заявлени çырса пĕлтермелле. Мĕн тĕллевпе тетĕр-и? Сиплев учрежденийĕн ертỹçин поликлиникăна миçе çын çỹрессине пĕлсе тăмалла - 1 пин е 2 пин... Çавна кура кадрсем çирĕплетмелле. Тĕпрен илсен, халăха медицина пулăшăвĕ парас енĕпе пысăк улшăнусемех пулмалла мар пек. Тỹлевлĕ сиплес енĕпе кăна хăш-пĕр ыйту пур. Тĕрĕссипе, сиплев учрежденийĕсем унччен те ку мелпе усă курнă. Халĕ вара çирĕппĕн палăртнă: малашне патшалăх заданийĕсене пурнăçланă, пациентсене тỹлевсĕр сипленĕ хыççăн кăна коммерци мелĕпе сыватмалла. Çĕнĕ саккун вăя кĕриччен пациентсене вăл е ку чиртен сиплеме Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕ уйăрнă укçа-тенкĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчи халăхшăн, финанс мелĕсене кура, пĕрешкел пулман. Кăçалтан вара граждансен ирĕкĕсем танлашаççĕ: пирĕн тăрăхра пурăнакансен те Тутар Республикин, Тюмень облаçĕн çыннисемпе пĕрешкел условисенчех тата аякка каймасăр сипленме май килет. Федераци бюджетĕнчен ЧР сывлăх сыхлавĕ валли 2 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. Çапла вара сиплев учрежденийĕсене хальхи çĕнĕ оборудованипе пуянлатса пулăшу пахалăхне ỹстерме пултарасси иккĕлентермест.


"Елчĕк Ен"
07 марта 2012
00:00
Поделиться