Икĕ тăлăха телей парнеленĕ
Елчĕк районĕнчи Кипеç ялĕнче пурăнакан Валерипе Елена Сергеевсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăла ура çине тăратнă. Пĕррехинче РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев сенкер экранпа: “Ют ачасем пулмаççĕ!” - тенине илтсен çемье пуçĕ чылайччен шухăша путса ларнă. Мăшăрне çапла каланă: “Пĕр тăлăха çемье ăшши парнелер-и?” Ку сĕнĕве арăмĕ те, ачисем те ырланă.
Вăхăт нумай та иртмен - ĕмĕт пурнăçа кĕнĕ. Сергеевсем 2008 çулта кирлĕ документсем пухса Канашри ача çуртне васканă. Çăмăл автомашина çурт умне чарăнсанах вĕсем патне Коля чупса пынă, “Мана аттепе анне илме килчĕç!” - тесе кăшкăрнă. Арçын ача Сергеевсен килĕнче унчченех пулса курнă: çуркуннехи каникула вĕсем патĕнче ирттернĕ. Кунсерен ашшĕ-амăшĕ килессе куç пек кĕтнĕскер хальхинче нихăçанхинчен ытла савăннă, çемье ăшши парнелекен çынсемпе яланлăхах пĕрле пуласса ăнланнă.
- Мăшăрăмпа иксĕмĕр те нумай ачаллă çемьере ÿсрĕмĕр. Валерисен килĕнче вун икĕ шăпăрлан пулнă, пирĕн вара - тăваттă. Çемьере пĕр ача çеç ÿсни çителĕксĕр. Пĕр-пĕрне пулăшма тăван кирлех. Тен, çавăнпах тĕпренчĕкĕмсемпе канашланă хыççăн, Кольăна илсе килсен тепĕр виçĕ уйăхран, Шупашкарти ача çуртне çитрĕмĕр, пĕчĕк Ольăна ăшăлăх парнелеме шухăшларăмăр. Малтанах пĕчĕкскер ютшăнчĕ, каярахпа вара хăнăхрĕ. Чăвашла пуплеме çăмăллăнах вĕренчĕ, тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупрĕ, - кăмăллăн калаçрĕ пысăк чĕреллĕ амăшĕ.
Ачасем туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмахпа кÿрентернине те асăрхаман аслисем. Кил картинче-и, тĕпелте-и - яланах шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ. Коля кăçал Тăрăм шкулĕнчен вĕренсе тухать. Арçын ача повар профессине кăмăллать. Оля 7-мĕш класра ăс пухать. Вăл та шкулта лайăх ĕлкĕрсе пырать: “4” тата “5” паллăсемпе çеç вĕренет. Хĕр пĕрчи сăрă тĕнчипе кăсăкланать, пуласлăхне те çавăнпах çыхăнтарасшăн. Пушă вăхăтра алă усса лармасть - амăшĕпе пĕрле апат-çимĕç янтăлать, чăлха-нуски çыхма вĕренет.
Ачасем çав ялтах пурăнакан асламăшĕшĕн мĕн тери çунаççĕ тата! Шыв кÿрсе килмелле-и, хĕлле юр хырмалла-и - нихăçан та турткалашмаççĕ, яланах пулăшаççĕ. Ватă çын вĕсемпе кăмăллă.
- Эх, çак ачасем хăйсем патне мана йăтса килмелле пулсан ÿркенмеççĕ пулĕ, - тет вăл хăш чухне савăнăçне пытараймасăр.
- Кил-йыш кĕрекене пухăнсан пирĕнтен телейли çук. 6 ача, 6 мăнук - куç тулли илем. Чи кирли - тĕпренчĕкĕмĕрсем телейлĕ пулччăр, - терĕ кил хуçи арăмĕ сăмахне вĕçленĕ май.