Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăмăрту хĕрỹ иртрĕ

В.ДЕМЬЯНОВ.
Кашни çулах пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче спорта юратакансем Патреккел ялĕнчи спорт залĕнче пухăнаççĕ. Н.Николаева аса илсе пауэрлифтинг енĕпе Елчĕк район чемпионачĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Ăмăртăва кирлĕ шайра ирттерме Николай Николаевăн тăван пиччĕшĕ Ю.Л.Николаев нумай тăрăшать. Çавăн пекех "Прогресс" хупă акционерлă общество директорĕ П.А.Скворцов, Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ те пулăшу аллине яланах тăсаççĕ. Сăваплă ĕçрен Патреккелте пурăнакан А.Миллин, "Атлант" магазин ертỹçи А.Краснов та айккинче юлмарĕç. Çавна май ăмăртăвăн тĕрлĕ виçисенчи çĕнтерỹçисене дипломсемсĕр пуçне медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Тĕрлĕ виçесенче район чемпионĕ ятне тата ылтăн медальсене В.Викторов, А.Александров (иккĕшĕ те Елчĕк шкулĕнче вĕренеççĕ), Патреккелти П.Филимоновпа А.Петров, Курнавăш ял тăрăхĕнчи В.Новиков, А.Иванов, П.Аверьянов тата Елчĕкри Д.Убасев тивĕçрĕç. Петр Филимонов çитĕнĕвĕ (виçĕ енлĕ кĕрешỹре _ 400 кг) пирки уйрăмах палăртса хăварас килет. Петр спортра малашне пысăк çитĕнỹсем тăвас шанăç пур. Çавăн пекех Алексей Петровпа Дмитрий Убасев абсолютнăй çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн пынă тупăшу хĕрỹ иртрĕ. Виçĕ хусканура 440 кг пуçтарса "Чи вăйлă атлет" ята помост хуçи А.Петров тивĕçрĕ. Ăмăртура хăйсен виçисенче Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Е.Изратов, И.Марков, В.Семенов, В.Кушманов, Т.Бобин тата И.Плешков призерсен шутне кĕчĕç. Курнавăш ял тăрăхĕн чысне хỹтĕленĕ А.Ефимов, Д.Николаев, А.Соловьев, П.Смирнов, М.Корнилов кĕмĕл тата пăхăр медальсене çĕнсе илчĕç. Патреккелсем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Е.Иванова, А.Филимонова уйрăммăн палăртас килет. Çĕнĕ Пăва ялĕнчен килнĕ Д.Зайцев, М.Зайцев тата Р.Турхан та пьедестал çине хăпарма тивĕç пулчĕç. Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Курнавăш ял тăрăхĕн спортсменĕсем, иккĕмĕш вырăна Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем тухрĕç. Виççĕмĕш степень диплома Патреккел ялĕнчи çамрăксем тивĕçрĕç. Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ О.Петрова спорта юратакансене яланах хапăл туса кĕтсе илет. Çавна май ăна пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет.


"Елчĕк Ен"
07 марта 2012
00:00
Поделиться