Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

 

"Прогресс" акционерсен хупă обществинчи бухгалтеринче çамрăксем ĕçлеме пуçларĕç. Нумаях пулмасть çеç çакăнта ĕçлеме пуçăннисем хăйсен наставникĕнчен пулăшу ыйтаççĕ. Хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Тамара Арбузова вĕсене тĕрлĕ сĕнỹ-канашпа пулăшать. Çамрăксене вĕрентме ỹркенмест шут ĕçченĕ. Кунта çулсерен вун-вун студент практикăра пулать. Тамара Арбузова 2000 çултанпа акционерсен хупă обществинче тăрăшать. 2001 çулта ăна пысăк хуçалăхăн тĕп бухгалтерне çирĕплетнĕ. Паянччен çак должноçра тăрăшать хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер. Тамара Ивановна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Тĕрлемесри бухгалтерсен курсĕнче вĕреннĕ. Унтан Улатăрти техникумра ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Малтанах хĕр Елчĕкри перекет банкĕнче вăй хунă. Елчĕкрех вăл пулас мăшăрĕпе паллашнă. Патреккел каччипе - Александр Николаевич Арбузовпа çемье çавăрнă, пилĕк хĕр çуратса ỹстернĕ. Мăшăрĕ трактористра ĕçленĕ. Халĕ те хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Килĕшỹллĕ те тату пурăнакан мăшăр хăтлă кил-çурт хăпартнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Йышлă тăванĕсемпе, ватăсемпе пĕр çăвартан пурăнать Арбузовсен кинĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ амăшĕ. Аслă хĕрĕ, Ирина, Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Оля - пулас ỹнерçĕ. Марина та аслă аппăшĕ хыççăн кайнă, Чăваш ял хуçалăх академинче вĕренет. Аля мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре ăсталăхне малалла туптать. Çуран чупас енĕпе пĕрре мар район чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ вăл. Кĕçĕнни, Настя, çиччĕмĕш класра вĕренет. Савăнмаллипех савăнать хĕрĕсемпе амăшĕ. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă ỹснинчен хакли мĕн пултăр! Тамара Арбузова тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă маттур хĕрарăмăн Хисеп хучĕсем те сахал мар.



"Елчĕк Ен"
07 марта 2012
00:00
Поделиться