Юрий Юлисович Львов воин-интернационалист парнисене çĕнсе илессишĕн кăçал Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 4-мĕш хут районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Канашри "Экопласт" ООО директорĕн çумĕ Александр Александрович Афанасьев тата Канаш хулинчи 22-мĕш профтехучилище директорĕн çумĕ, афган вăрçин участникĕ Юрий Юлисович Львов йĕркелерĕç. Уява шкул директорĕ В.Малов уçрĕ. Вăл пурне те пысăк пĕлтерĕшлĕ праçник ячĕпе саламларĕ. Хальхи çамрăксене Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме яланах хатĕр пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Унтан 6-мĕш класра вĕренекенсем С.Блинова ертсе пынипе концерт лартса пачĕç. Çав вăхăтрах арçын ачасем хушшинче вăйăсем, конкурссем ирттерчĕç, ыйтусем парса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тупăшура чи тавçăрулли, чи вăйли, чи пултарулли И.Большаков пулчĕ, иккĕмĕш вырăна П.Павлов тухма пултарчĕ. Вĕсене парнесем парса чысларĕç. Концерт хыççăн пурте урама, ăмăрту вырăнне, пухăнчĕç. Кăçал 112 ача старта тухрĕ. Пĕлтĕр пилĕк шкул команди хутшăннă пулсан, кăçал улттăн - Чăваш Тăрăм, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Хăвăлçырма, Таяпа Энтри тата Пăва районĕнчи Лащи Пуç шкулĕсем. Ачасем пурте хавас кăмăллă, пичĕсем çинче йăл кулă кăна çиçет. Вĕсене хавхалантарма паян ашшĕ-амăшĕ те, ял халăхĕ те питĕ нумай пухăннă. Вĕсем термоссемпе вĕри чей, çăварни ячĕпе икерчĕ те пĕçерсе килнĕ. Çанталăкĕ те лайăх тăчĕ, иртенпех хĕвел пăхрĕ. Малтан пуçламăш классенче вĕренекенсем ăмăртăва тухрĕç. 1-2-мĕш классенчи ачасем хушшинче А.Красновăпа К.Королевăна (Чăваш Тăрăм) çитекенни пулмарĕ. Арçын ачасен ушкăнĕнче М.Павлов (Чăваш Тăрăм), А.Тимофеев (Чăваш Тăрăм), Д.Скобелев (Кĕçĕн Таяпа) çĕнтерчĕç. 3-4 классем хушшинче çĕнтерỹçĕсен ятне Н.Степанова (Чăваш Тăрăм), А.Галкина (Чăваш Тăрăм), О.Головина (Кĕçĕн Таяпа) илчĕç, арçын ачасем хушшинче - А.Чернов (Таяпа Энтри), В.Воробьев (Таяпа Энтри), Д.Смирнов (Кĕçĕн Таяпа), Г.Королев (Чăваш Тăрăм). 5-7 классенчи арçын ачасем хушшинче Д.Николаев, А.Андреев (Лащи Пуç), С.Морозов (Кĕçĕн Таяпа) çĕнтерме пултарчĕç. Хĕр ачасенчен чи маттурри - Т.Смирнова (Кĕçĕн Таяпа). О.Смолина (Лащи Пуç), Е.Григорьева (Хăвăлçырма) _ иккĕмĕшсем, Л.Краснова (Хăвăлçырма) - виççĕмĕш. Аслă классенче вĕренекенсен тупăшăвĕнче Ю.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) çĕнтерỹçĕ, К.Петрова (Лащи Пуç), А.Алексеева (Чăваш Тăрăм) - призерсем. Арçын ачасен ушкăнĕнче çĕнтерỹçĕсем пурте Лащи Пуç шкулĕнчен: Д.Кожевников, А.Максимов, Д.Петухов. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем, медальсем, пĕчĕк кубоксем парса чысларĕç. Вăл çеç мар, кашни шкул командине торт парса хавхалантарчĕç. Çавăн пекех командăран пĕрер ачана çĕнтерỹçĕ пулма талпăннăшăн хавхалантару призĕ лекрĕ. Чăваш Тăрăм шкулĕнче ĕçлекен пĕтĕм арçынна А.Афанасьев уяв ячĕпе парнесем парса чысларĕ. Ю.Львов хăйĕн ячĕпе Чăваш Тăрăм командине футбол мечĕкĕ парнелерĕ. Шкул директорĕ В.Малов çак уява йĕркелеме пулăшнă пĕтĕм çынна, уйрăмах А.Афанасьева, Ю.Львова тата Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакан В.Медведевăна тав турĕ. Пĕтĕмлетỹ тунă май çакă палăрчĕ: Кĕçĕн Таяпа команди - çĕнтерỹçĕ, Лащи Пуçĕсем - иккĕмĕш, Чăваш Тăрăмсем - виççĕмĕш. Кăçал та куçса çỹрекен кубока Кĕçĕн Таяпасем илсе кайрĕç. Пире, паллах, питĕ шел. Ачасем тепĕр çул ăмăртăва тата лайăхрах хатĕрленсе кубока шкула каялла тавăрас шухăшлă пулчĕç. |