Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççее упраса хăварасчĕ

Андрей МАУРИН, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн ертỹçи: _ Статьяра В.Путин Раççей çарне тĕрĕс хак парать. Çара, çĕр-шыва вăйлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсене анчах мар, çитменлĕхсене, татах та пурнăçламалли ĕçсене те анлăн палăртать вăл. 90-мĕш çулсенче пĕрлехи çĕр-шыв пайланни, экономикăпа, социаллă пурнăçпа çыхăннă кисренỹсем патшалăхăн мĕн пур институтне пырса тиврĕç. Пирĕн çар питех те йывăр тĕрĕслеве тỹссе ирттерчĕ, çапах та упранса юлчĕ анчах мар, тĕрекленчĕ те. Çар Раççее те упраса хăварчĕ. Юлашки çулсенче Хĕç-пăшаллă Вăйсене хакласси ỹсрĕ. Çакă тулаш тата шалти политикăна вăйлатма май пачĕ, çĕр-шывсен хушшинчи террористсен çулне пỹлчĕ. Паянхи кун çара каясран пăрăнса юлакан çамрăксен шучĕ чакни, пирĕн ентешсем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлани савăнтарать. Ку енĕпе Елчĕксене уйрăмах ырăпа палăртса хăварас килет. Кĕрхи призывра пирĕн уйрăм урлă 88 каччă çар ретне тăнă пулсан, вĕсенчен 53-шĕ _ Елчĕксем.
 
Петр АНИСИМОВ, хĕрỹ точкăра çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ: _ Статьяра палăртнă Раççей Оборонăпа промышленноç комплексне çĕнетмелли программăсем пурнăçа кĕрсе пырсан питĕ лайăх пулмалла. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласах граждансене, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси хавшарĕ. Вĕренекенсем анчах мар, яш-кĕрĕм те çĕр-шыв мăнаçлăхĕпе ырă малашлăхĕшĕн пуçĕсене хунă геройсен ячĕсене пĕлменни, пĕлме те ăнтăлманни пăшăрхантарать. Питĕ шел, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин вутĕнче туптанса вăрçа, вăл вăхăтри пурнăçа чĕрене хускатакан тĕслĕхсемпе сăнарлакан ветерансем, тыл ĕçченĕсем те кашни çул чаксах пыраççĕ. Чĕррисем те тухса çỹреймеççĕ. Пăшăрхантаракан тепĕр тĕслĕх _ юлашки çулсенче историе урăхлатса, хăйсене майлă ăнланса, çĕр-шыв паттăрĕсене мĕскĕнлетсе сăнарлакан кинофильмсем ỹкерни, кĕнекесем çырни. Ачана патриотла воспитани парасси, ман шухăшăмпа, çемьере никĕсленмелле. Ача сачĕсенче тата шкулсенче çак туйăма малалла аталантарас тесе педагогсен çанă тавăрса ĕçлемелле. Тимур командисем йĕркелесе вăрçă ветеранĕсемпе ватăсене шефа илни, çĕр-шыв умĕнчи интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ветерансемпе ĕнерхи ытти салтаксемпе тĕл пулусем час-часах йĕркелени, уявсенче патриотизм туйăмне çĕклекен юрăсем шăрантарни, паттăрлăх кăтартнă çынсем пирки каласа кăтартни ырă çимĕç паратех.



"Елчĕк Ен"
25 февраля 2012
00:00
Поделиться