Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирус туртма мĕнле пăрахмалла?

 Çав тери шел пулин те, урампа утса пынă май кашни икĕ арçынтан пĕри тенĕ пекех çăварне пирус хыпса утнине куратăн. Чылай чухне пирус туртакан арçын ачине çĕкленĕ, юнашар арăмĕ утнине асăрхатăн. Эй, мăнтарăн мăшăрĕ тата пепки! Сиенлĕ йăларан хăтăлма пулать. Пирус туртма пăрахакансем валли сĕнỹ-канаш парасшăн. Çавсене çирĕп пурнăçлани табак туртма пăрахма пулăшатех. Пирус туртассинчен хăтăлма кăмăл çирĕп пулмалла. Çав кăмăла вăйлатма пултаракан самантсене аса илĕр: сывлăха сиен кỹни, хăвăр ăрăвăршăн, ача-пăчăршăн сиенлĕ пулни, ырă мар йăларан хăтăлма çирĕп тĕллев тытса ăна пурнăçлама пултарни, пируса пула пушар тухас хăрушлăх, пустуй тăкаксем пулни тата ытти те. Меллĕ самант суйласа илмелле. Паллах, тимлĕ ĕçленĕ вăхăтра, экзаменсем тытнă чухне, ытти çавнашкал самантсенче йывăртарах килĕ. Çавăнпа та, калăпăр, каникул е отпуск кунĕсенче, больницăран сывалса тухнă чух çăмăлтарах. Туртма тăруках тата тỹрех пăрахмалла. Çурма мерăсен эффективлăхĕ çук. Ытти условисем те палăртса пăхăр. Сăмахран, ĕçри юлташпа е кỹршĕпе пĕрле туртма пăрахăр. Туртас килнине питĕ çирĕппĕн пусарса ямалла. Пирус-сигарет, ытти япала (зажигалка, шăрпăк, кĕл хумалли савăт) куç умĕнче ан пултăр. Харпăр хăйне пирус туртма пăрахса тĕрĕс турăм тесе ĕнентермелле, лайăх пулăмсене шанмалла тата кĕтмелле. Пĕрмай тарăннăн сывлама тăрăшмалла, çапла вара нерв системине кислородпа туллин тивĕçтерсе тăмалла. Унчченхинчен лайăхрах апатланмалла. Çакă нерв системи ывăннине компенсацилеме май парать тата организмра пухăннă наркăмăша кăларассине вăйлатать. Унчченхинчен чылай ытларах çывăрмалла. Юн çаврăнăшне ỹстерес тĕллевпе шыв процедурисемпе (душ, сивĕ шывпа çăвăнни) усă курмалла, çуран нумайрах утмалла. Çакă туртма пăрахнă хыççăн палăракан - нимĕнле мар вăхăтрах ыйхăлаттарнинчен - хăтăлма пулăшать.


"Елчĕк Ен"
25 февраля 2012
00:00
Поделиться