Изумруд туйĕсем сайра пулаççĕ. 55 çул пĕр-пĕрне юратса пурăнни вăл пысăк телей.Симĕс тĕслĕ хитре чул питĕ сайра тĕл пулать. Çемье ăшшине çак çулсем хушши упраса пурăнма пĕрре те çăмăл мар. Аслă Елчĕкри Николай Пантелеевичпа Евдокия Андреевна Обручковсем 55 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Пурнăç çулĕпе ĕмĕр тăршшĕпе алла-аллăн тытăнса утакансем пĕр-пĕрне чунпа туйма, ăнланма вĕреннĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ ывăлпа виçĕ хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем те йышлă Обручковсен. Пурнăç çулĕ çăмăл пулман йышлă çемьен. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнса çурт лартнă вĕсем. Коля пичче Ленин ячĕллĕ хуçалăхра вăй хунă. Халĕ те, 77 çулпа пырать пулсан та, тăван хуçалăха пулăшас тесе ăнтăлать. Альтук аппа та ĕмĕрне тăван колхозри хăмла пахчинче ĕçлесе ирттернĕ. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Халĕ вăл кил хуçи хĕрарăмĕ. Вĕсен кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ те таса. Тарават ватăсем мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисене пит хавас. Вĕсем асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ. Ĕçчен те ырă кăмăллă ватăсем ял çинче хисепре. Пилĕк ачи те сăпайлă, маттур. Асли, Зоя, Шупашкарта милици уйрăмĕнче архивра ĕçлет. Володя та Шупашкартах, агрегат заводĕнче вăй хурать. Анатолий Мускава ĕçлеме çỹрет. Галина бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Кĕçĕнни, Светлана, Вăрăмхăвари ясли-шкулта поварта ĕçлет. Николай Пантелеевичпа Евдокия Андреевна ывăл-хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. - Тавах Турра, мана чăтăмлă та ĕçчен мăшăр тĕлне тунăшăн, - тет Николай Пантелеевич арăмне ăшă куçсемпе пăхса. Тивĕçлĕ канури Обручковсене сума суса ялта пысăк уяв йĕркеленĕ. Унта нумай çул пĕрле юратса пурăнакан мăшăра савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, ЗАГС пайĕн, Ленин ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем тата ыттисем те саламланă, парнесем парса чыс тунă. Юбилярсен ячĕпе ачасен ансамблĕ илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Изумруд туйĕ шеп иртнĕ. Çемье телейне тупнă Обручковсем пухăннисене хăйсем пек юратса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма пехилленĕ. Çемье - тăван халăх историйĕпе тата культурипе, йăли-йĕркипе, мăн асаттесемпе çыхăнтарса тăракан тымар та, йывăрлăхсене çĕнтерме, ырăрах та ăслăрах пулма вăй-хал хушакан çунат та. Çавăнпа та эпир районти сумлă мăшăрсене чыс тăвассине тĕп вырăна хуратпăр.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.