Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ĕçлĕ ларăвĕ иртнĕ. Тăван çĕр-шыв историне, тăван халăх историне пĕлни малашлăх аталанăвĕнче пысăк витĕм кỹрет. Д.А.МЕДВЕДЕВ. 2012 çул Раççей историйĕн çулталăкĕ пулнă май тата ачасене патриотла воспитани парас уйăхлăх пулнине тĕпе хурса класс тулашĕнчи мероприятисене курса тишкертĕмĕр. Ăна тăван ялăн ĕçпе тата пултарулăхпа республикăра, çĕр-шывра, тĕнчипе палăрнă ывăл-хĕрĕсене халалланă. Пуçламăш классенче вĕрентекенсем Н.Хушкина, Т.Ласточкина, Л.Волкова, В.Питакова хатĕрленĕ материалсем тăрăх кĕçĕн классенче вĕренекенсем Аслă Елчĕкĕн паллă çыннисем çинчен каласа пачĕç, сăвăсем вуларĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уйрăмах тăваттăмĕшсем Г.Н.Волковăн "Асанне калавĕсем" кĕнекинчи калавсене кăмăла каймалла сăнарласа пачĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те юрă-ташăра питĕ ăста пулчĕç. Аслă Елчĕк - пысăк ял. Çак ялта çуралса ỹснĕ, кунта пĕлỹ пухнă, кайран ĕçпе тата пултарулăхпа чапа тухнă çынсем те йышлă: Г.Н.Волков академик, А.Н.Волков, З.Н.Волков - медицина наукисен докторĕсем, Н.С.Карлин - композитор, Л.А.Шакова - Узбекистан тава тивĕçлĕ артистки, В.И.Адюков - сцена ăсти, И.Г.Уркин - ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе СССР спорт мастерĕ, В.И.Агеев - ỹнерçĕ, В.Д.Немцев - скульптор тата ыттисем те. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Кăçал Аслă Елчĕксемшĕн питĕ паллă çул пулса асра юлĕ. Пирĕн шкула Г.Н.Волков ятне панипе эпир питĕ савăнатпăр. Паллă ăсчах çуралнăранпа кăçал 85 çул çитет. Аслă Елчĕкре çĕртме уйăхĕнче Г.Н.Волкова асăнса палăк лартма йышăннă. Çак ырă ĕçе пуçараканĕсем Чăваш Республикинчи учитель-ветерансен канашĕн Президиумĕ, Г.Н.Волков ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институчĕн этнопедагогика уйрăмĕ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ пулни çинчен шкул директорĕ Н.Ф.Малышкин каласа пачĕ. Чăвашсен ырă йăлипе çак палăка нимелле тума палăртнă. Ку енĕпе малтанхи утăмсем тунă та. Пирĕн шкулта, ача садĕнче ĕçлекенсем çак пуçарăва ырласа пĕр кунхи ĕç укçине хывнă. Палăка Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ В.Д.Немцев скульптор ăсталĕ. Ларăва пухăннисем шкул музейĕпе, вулавăшпа, пуçламăш класра вĕренекенсен ал ĕç выставкипе паллашрĕç. Мероприятие пысăк хак пачĕç. Тăван ялти, районти ырă кăмăллă çынсем çак пархатарлă ĕçе тума хутшăнасса шанас килет. "Ырă ырăпа таврăнĕ", - тенĕ ватăсем.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.