Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕртен янă тымар

Кивĕ Эйпеçри Кожевниковсен йăхне Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи çынсем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем авалтанах тир-сăран тăвассипе паллă пулнă теççĕ. Вун тăххăрмĕш ĕмĕрте Кивĕ Эйпеçре çуралнă Алексей Кожевников ăратлă та вăйлă, хăвăрт чупакан лашасем усранă, илемлĕ те çирĕп урапа-çуна тытнă. Ямшăк пулса Елчĕкрен 60 çухрăмри Теччĕне çынсене илсе çỹренĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Раççей ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă. Ун ывăлĕ Николай Кожевников, 1905 çулта çуралнăскер, хамăр республикăра патшалăхпа обществăн паллă деятелĕ пулнă. Ялта чи малтан аслă пĕлỹ илнĕ çынсенчен пĕри шутланнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче батальон командирĕ таран ỹснĕ, гварди майорĕн ятне илнĕ. Чылай çул республикăра коммуналлă хуçалăх министрĕ пулса вăй хунă. Пархатарлă ĕçшĕн, хастар çапăçнăшăн нумай орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем хушшинче - Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский орденĕсем. Унăн ачисем те, хăйĕн евĕрлех, вĕренсе ăслă-тăнлă çынсем пулаççĕ, çĕр-шыв экономикине тĕреклетессишĕн вăй хураççĕ. Çак йышра техника наукисен кандидачĕсемпе докторсем те пур. Николайăн пиччĕшĕ, Иван Кожевников, 20-мĕш ĕмĕрте çĕр-шывра пулса иртнĕ мĕн пур йывăрлăхсене тỹссе ирттернĕ. Чиркỹпе прихут шкулĕнче çеç вĕреннĕ пулин те, пурнăç таппине тĕрĕс ăнланнă, саманари ылмашусемпе килĕшсе пурăннă. Граждан вăрçине те хутшăнма лекнĕ ăна. Пур пуçарулăхра та малта пынă вăл. Коллективизаци юхăмĕ пуçлансан ялта колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Ашшĕпе пĕрле канашласа тин çеç йĕркеленнĕ колхоз картишне шултра выльăхĕсене хăваласа каять. Пултаруллине кура ăна колхоз председателĕ пулма та суйлаççĕ. Каярахпа ялта пĕрремĕш тракторист, комбайнер пулать. 1941 çулта нимĕçсем пирĕн çине вăрçăпа тапăнсан фронта каять. Унта вăл связист пулнă, çыхăну пралукне пайтах йăтса чупнă, командирсем хушшинчи çыхăнăва йĕркеленĕ. Пĕррехинче, юпа çине хăпарсан, тăшман снайперĕн пульли ун кăкăрĕ витĕрех тухать. Шалти ытти органсене амантман пирки анчах вилĕмрен çăлăнса юлаять. Яла таврăнсан, сывлăх вăйсăрланнă пирки, тракторист ĕçне тытăнаймасть, хатĕрлев кантурĕнче хатĕрлевçĕ пулса мĕн ватăличченех ĕçлет. Арăмне ялта Альтюк аппа тенĕ. Вăл вара ялти чи тутлă çăкăр, ытти апат-çимĕç хатĕрлекен пулнă. Ĕççи вăхăтĕнче колхозниксене апат пĕçерсе çитернине ял çыннисем халĕ те астăваççĕ-ха. Вĕсен ачисем те паллă çынсен шутĕнче. Николай Шупашкарти пысăк заводсенче производствăна ăста йĕркелекенсенчен пĕри шутланнă. Приборсем тăвакан завод директорĕн çумĕ пулса 17 çул тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ, СССР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ. "Хисеп Палли" орден та ялкăшать ун кăкăрĕ çинче. Унăн шăллĕ, Владимир, Кивĕ Эйпеçре пурăнаканни, пуçламăш пĕлỹ çеç илнĕ пулин те, ĕмĕрĕпех "Победа" колхозра шофер пулса ырми-канми ĕçленĕ. Ахальтен мар ун кăкăрне "Ĕç Мухтавĕ" орденпа "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль илемлетеççĕ. Тепĕр шăллĕ, Вениамин, ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ çулсенчех пуçаруллă комсомолецсенчен пĕри пулнă, хулари обществăлла вырăнсенче йĕрке тăвас ĕçе хастар хутшăннă. Çав вăхăтрах конькипе чупассипе республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕренсе пĕтерсен инженерта тăрăшать. Каярахпа, çĕр-шыв экономикинче пăтăрмахсем пуçлансан, хăй пĕчĕк предприяти йĕркелет, ăна ăнăçлă ертсе пырать. Шкулсене, обществăлла организацисене, уйрăм çынсене вăй çитнĕ таран пулăшать. "Хулари чи лайăх предприниматель" ята темиçе çул тытса пырать. Аппăшĕсем качча тухса Головинсен, Панкратовсен, Курицынсен йăхĕсене малалла тăсаççĕ. Николай Иванович Панкратов, авă, Социализмла Ĕç Геройĕ. Кожевниковсем сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Пирус туртмаççĕ вĕсем, сăра-эрехпа иртĕхмеççĕ. Пурин те çемйи çирĕп.


"Елчĕк Ен"
25 февраля 2012
00:00
Поделиться