Тухтăрсене - миллион
Н.УРКОВА, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ. |
"Земство врачĕ" федераци программипе килĕшỹллĕн яла ĕçлеме каякан çамрăк врачсене 1 миллион тенкĕ параççĕ. Ялта ĕçлеме килĕшекен çамрăк врачсем патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр çавăрма, кулленхи пурнăçри çивĕч ыйтусене татса пама пултараççĕ. Вĕсен килĕшỹ тăрăх 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Специалистсен 35 çултан аслă пулмалла мар. Хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ çамрăксем Чăваш патшалăх университетĕнче тухтăр профессине алла илнĕ тата илекенсем сахаллăн мар. Вĕренсе тухнисем унччен яла килесшĕн марччĕ. Çакна çỹлте ларакан пуçлăхсем те ăнланчĕç. Патшалăх яла килекен тухтăрсене миллион тенкĕ парассине ырлатăп. Ку укçа-тенкĕпе пирĕн тăрăхра, сăмахран, çурт-йĕр çавăрма пулать. Çемье çавăрсан, ĕç пулсан _ çынна тата мĕн кирлĕ? Çавăнпа та çамрăксем тăван енех килес шанчăк пур. Хальлĕхе Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне çамрăк врач-стоматолог ĕçлеме килчĕ. Районта терапевтсем, акушер-гинеколог, педиатр, врач-эпидемиолог, кардиолог çитмеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, унччен яллă вырăнта медицина пулăшăвĕ парасси хуларинчен юлса пынă. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче ялти больницăсем тивĕçлĕ укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илеймен. Юлашки çулсенче сывлăха сыхлас ĕç реформи пынă май çак тан марлăха пĕтерессипе патшалăх сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклать. Ялта пурăнакан та, хулари сывлăх учрежденийĕсенчи пекех, пахалăхлă пулăшу илме пултарать. Çапла вара ялсенче тухтăрсене ĕçлеме условисем çителĕклĕ. "Раççейĕпе ялти врачсене пулăшма 11 млрд тенке яхăн укçа кирлĕ пулать. Укçа-тенке федераци тата вырăнти бюджетсенчен уйăрма палăртнă. Вырăнти медиксен пурнăçне лайăхлатма тăрăшакан регионсене эпир чи малтан пулăшатпăр. |