Людмила ЗАЙЦЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ: _ Раççей Правительствин Председателĕн В.Путинăн черетлĕ статйи кирек кама та шухăша ярать. Унта вăл "Хутшăнăвăн çĕнĕ механизмĕсем" пирки питĕ тĕрĕс чарăнса тăнă. Паян ялта пурăнакансем те информацие самантрах, "кнопка пуснипех" илеççĕ. Килте компьютер çуккисем вара районти библиотекăсене пырса çĕнĕ хыпарсемпе паллашаççĕ. Районти вулавăшсенчи 33 компьютерпа вулакансем тăтăшах усă кураççĕ. Иртнĕ çул килте ачапа ларакан амăшĕсене çак çыхăнупа усă курма вĕрентрĕмĕр. Пенсионерсем те çĕнĕ технологине алла илессишĕн тăрăшни палăрать. Вĕсене те май килнĕ таран пулăшатпăр. Ял çыннисем патшалăх влаçĕн мĕн пур шайĕнче кăларакан саккун проекчĕсене, йышăнăвĕсене, программисене сỹтсе явни пит вырăнлă. Ку çеç те мар, граждансен, професси, общество пĕрлешĕвĕсен мĕн пур докуменчĕсене "шĕкĕлчеме" май пулмалли пирки автор уçăмлăн палăртнă. Çакă, паллах, питĕ ырă шухăш. Вăл ăнăçсăр йышăнусем тăвасран сыхлать. Юрий БЛИНОВ, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ: _ Паян пирĕн общество, 2000 çулсен пуçламăшĕнчипе танлаштарсан, пачах урăхла. Мĕн пытармалли: влаç тытăмĕнче те, тĕрлĕ парти хушшинче те, ăнланманлăх саманчĕ халĕччен те сахал мар пулнă. Статьяри ăнланманлăха сирекен, пурне те пĕр тĕллевпе ĕçлеме пĕтĕçтерекен, хамăр пурнăçа хак пама пĕлекен, яваплăха ỹстерме кирлĕ текен шухăшсем уйрăмах витĕмлĕ. Влаçпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕпленмелле. Пурнăç вĕсем уйрăммăн пурăнма пултарайманнине кăтартса парать. Патшалăх политикин тата суд тытăмĕсенче кун пек улшăнусем пулмаллах. Статьяра вырăнти хăй тытăмлăх, пĕтĕмĕшле федерализм, коррупцие хирĕç кĕрешес ыйтусене çивĕч хускатнă. Палăртни пурнăçлансан пирĕн малашлăх уçăмланасса шанатăп. Игорь МОЛОДОВ, Елчĕк район сучĕн председателĕн пулăшуçи: _ Демократи тата патшалăх пахалăхĕ" статьяра суд тытăмĕн аталанăвĕ çинчен уйрăммăн асăннă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри _ правосудие кашни çыншăн ăнланмалла тăвасси, "Суд" журналистикине чĕртсе тăратасси. Пĕтĕмлетсе каласан, информаци ĕмĕрĕнче общество хăвăрт аталаннипе унăн кунсерен ỹссе пыракан ыйтăвĕсене çĕнĕлле тивĕçтермелли паллă. Ку енĕпе çĕнĕлĕхсем маларах та пурнăçа кĕме пуçланă ĕнтĕ. "Раççей суд тытăмĕн аталанăвĕ" тĕллевлĕ программа ăнăçлă пурнăçланнă май пирĕн районта Правосудин çĕнĕ çурчĕ çĕкленчĕ. Çакă халăха йышăнма тата ĕçсене пахалăхлă пурнăçлама тулли условисем туса пачĕ. Федерацин 2008 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче йышăннă "Раççей Федерацийĕн сучĕсен ĕç-хĕлне çутатакан информаципе тивĕçтересси" саккунĕ суд ĕç-хĕлĕнче чылай улшăну кĕртрĕ, суд ĕçне уççăн та уçăмлăн йĕркелеме, общество умĕнчи яваплăха тата та ỹстерме май пачĕ. Паянхи кун граждансем килте ларсах район сучĕн сайтне кĕрсе кашни кунхи ĕç-хĕлпе, мĕнле ĕçсем пăхса тухнипе е тухассипе, решенисемпе, саккунсемпе тата ытти информаципе паллашма пултараççĕ. Правосуди çуртĕнче çавăн пекех граждансене йышăнакан пỹлĕм ĕçлет. Тепĕр çĕнĕлĕх те пур. Малашне çак пỹлĕмре "Информаци киоскĕ" ятпа стенд вырнаçтарма палăртнă, вăл кирек кама та тĕрлĕ информаципе паллашма май парĕ. Василий НИКОЛАЕВ, Елчĕк район прокурорĕ: _ Статьяра коррупцие хирĕç вирлĕн кĕрешес шухăша мала хунă. Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри _ коррупцин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси. Юлашки вăхăтра çĕр-шыври анчах мар, районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тачă çыхăнса ĕçленĕрен коррупципе çыхăннă пысăк преступленисене тупса палăртма май килчĕ. Вĕсен йышĕнче _ должноç полномочийĕпе киревсĕр усă курни, çав полномочисен картинчен тухни, бюджет тата организаци укçине вăрлани, ĕç вăхăтĕнче сотрудника взятка пама тăни... Коррупципе çыхăннă преступленисем пирки эпир район хаçатĕнче хыпарласах тăтăмăр, тăрăпăр та. |