Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçне кура тупăшĕ

Çак кунсенче "Комбайн", Сатурн" тата "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенчи çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен тĕп пухусем пулса иртнĕ. Рынокри тĕп тĕллев _ тупăшлă ĕçлесси. Производствăри ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелесе пыракан "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем 2011 çулхи ял хуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçленĕ. Кунта тĕш тырă культурисен тухăçĕ чи пысăкки _ пĕтĕмпе 33000 центнер, кашни гектартан 51,7 центнер тухăç алла илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 150 центнер аш-какай, 1167 центнер, пĕр ĕнерен 6612 килограмм сĕт сунă. Çапла майпа çулталăка 12 миллион тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Экономика кăтартăвĕсене тивĕçлĕ шая çитерме пултарнă ял хуçалăх предприятийĕн ĕçне республика шайĕнче те тивĕçлипе хакланă. Ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркелесе пынине палăртса Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин 1 степень Диплом панă, "2011 çулта сĕт туса илнĕ чи лайăх хуçалăх" конкурсра малти вырăна тухнăшăн тата пахалăхлă сĕт туса илес ĕçе çỹллĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнăшăн Хисеп хучĕсем парса чыс тунă. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курни тĕлĕшпе çирĕплетнĕ ĕçлĕ ăмăртура та мала тухнă. Производствăра малта пыракансене _ А.Васильев водителе тата А.Романов тĕп зоотехника Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Б.Катмаков, В.Перцев, А.Хуснутдинов выльăх-чĕрлĕх пăхакансене район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс тунă. Пуху ĕçне пĕтĕмлетме район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова хутшăннă. Вăл "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ район экономикине тĕреклетессинче пысăк тỹпе хывнине палăртнă, кунта ĕçлекенсене малашнехи ĕçре те пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх суннă.


"Елчĕк Ен"
11 февраля 2012
00:00
Поделиться