Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç тĕлне манар мар

Анатолий МАКАРОВ. Питтĕпел ялĕ.
 Паян чылайăшĕ пурнăç йывăрришĕн, укçа-тенкĕ çитсе пыманнишĕн, ĕç çуккишĕн ỹпкелешет. Тĕрĕсех-ши çакă? "Пурлăх-ырлăх хамăр мĕнле вăй хунинчен килет" В.ПУТИН, Раççей премьер-министрĕ. Маларах мĕнле пурăннă-ши? "Тупнă ĕлĕкхине аса илмелли. Пурнăç пĕр вырăнта тăмалла мар ĕнтĕ. Малаллах каймалла", _ çапла хирĕçлеме пăхĕç пĕрисем. Тĕрĕс калаççĕ. Анчах пĕрре сиксех вун иккĕмĕш хута хăпараймăн. Çỹлелле картлашка хыççăн картлашка хăварса улăхатпăр. Пурнăç та çавах вăл, майĕпен-майĕпен пусăмлатпăр ырри, лайăххи, ăнăçли патне. Çапла пултăр тесен вара пирĕн çанă тавăрса ĕçлемелле, пĕрне-пĕри ура хурса мар, хавхалантарса пымалла. Кăмăлшăн чикĕ çук теççĕ халăхра. Нумая хапсăнманни, мĕн пуррипе çырлахма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Тăранмалăх çăкăр пулсан, тăхăнмалăх тум пулсан маларах çемье телейлĕ шутланнă. Туслăх, тăванлăх туйăмĕ, пĕр-пĕрне хакласси тата хисеплесси, пĕр-пĕриншĕн савăнасси е хурланасси çемьере никĕсленнĕ. Çак ырă енсем обществăра та упраннă. Халĕ темшĕн пĕрин хыççăн тепри чаплăрах пулма ăнтăлатпăр. Хисепе тар кăларса ĕçленипе çĕнсе илесси аякка кайса пырать. Перекетлĕх пирки манса пыратпăр. Хальхи вăхăтра ытлашшипех тăккаланатпăр. Аслă çулхи ача-пăчан тумтирне кĕçĕннисем тăхăнасси асран тухать. Килĕшме пăрахнă тумтире, сĕтел-пукана, ытти япалана кивелмесĕрех тата пахалăхне çухатмасăрах пăрахăçлас йăла ялсене те çитрĕ. Модăран тухнă имĕш. Çынна куллен мĕн кирлине паянхи саманари этем пỹрнепе шутласа тухаймасть анчах мар, пĕр сехет хушшинче те каласа пĕтереймест. Начар пурăнатпăр тесе иртĕнсе каламастпăр-ши? Çамрăксем анчах мар, аслă çулхисем те ĕç тĕлне манма пуçлани сисĕнет. Яш-кĕрĕм мулшăн хыпса çунни, пилĕк авмасăрах чаплă пурăнма ăнтăлни пăшăрхантарать. Укçа пуç пулса тăнăран общество никĕсĕ хавшаса пырать. Ĕç çумне çын ачаран çыпăçса ỹсмелле. "Виççĕри хĕр амăшне, виççĕри ывăл ашшĕне пулăштăр", _ тенĕ ваттисем. Çăкăр хакне туйма, тĕрĕс воспитани илме пулăшса пырать ĕç. Атте _ Илья Спиридонович Макаров _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăран йывăр ĕç-хĕл ытларах анне _ Екатерина Афоногентовна _ çине тиеннĕ. Ачалăхра атте-анне ĕçрен килнĕ çĕре ("Победа" хуçалăхра тăрăшатчĕç вĕсем) кил-çуртри ĕçсене пурнăçлаттăмăр. Ирĕн-каçăн кăмака хутса çуртсене ăшăтнăран ĕç чылайччĕ: вутă-кăмрăк илсе кĕмелле, тарасаран шыв йăтмалла, хура шыв кăларса тăкмалла... Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Аслăрах ачасен шăллĕ-йăмăкĕсене пăхасси тĕп тивĕç шутĕнче пулнă. Атте-аннене пулăшма вĕсен ĕçне те çỹренĕ. Çуллахи вăхăтра уй-хирте сухан-севок, кăшман анисенче çум çумланă, кĕрхи кунсенче çитĕннĕ тыр-пула, пахча çимĕçе пуçтарса кĕме хутшăннă. Пурнăç хакне туйнă. Ĕç çук тетпĕр. Камшăн çук вăл? Чылай чухне ĕçлеме ỹркенекенсемшĕн. Ĕçлесех текеншĕн темĕнле ĕç те тупăнать. Ĕç çук текенсемех выльăх-чĕрлĕх те тытмаççĕ. Çемье бюджетне тупăш пултăр тесе ял çынни ĕлĕкрен выльăх-чĕрлĕх усранă. Ĕнене вара халăх çемьене тăрантараканпа танлаштарнă. Юлашки çулсенче ăна усракансен йышĕ чакнăçемĕн чакать. Чăн та, ĕне тытас тесен хĕлĕн-çăвĕн ĕçлемелле. Çапах та вăйран ỹкиччен мар. Выльăх-чĕрлĕх усрани усă памасть текенсемпе те килĕшме çук. Нумай мар пулсан та тупăшлă, аш-какайне, юр-варне укçалла илни мар. Пусран тенкĕ пулать. Хушма хуçалăх тытакансене патшалăх çĕрпе тухăçлă усă курма, техника туянма тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Çанталăк ытла шăрăх тăнă çул та выльăх апачĕ туяннă тăкаксене саплаштарас тĕллевпе патшалăх хуçалăхсене анчах мар, уйрăм хушма хуçалăхра ĕне усракансене те субсиди уйăрни ял çыннишĕн çăмăллăх пулчĕ. Выльăх усрас пулсан курăмĕ хаклă тейĕç тата теприсем. Мĕншĕн йăлтах укçапа туянас, халĕ килĕрен мотоблок. Çемьепе пĕрле пуçтарăнса çуллахи кун улăх-çаранра мĕншĕн утта алăпа çулса хатĕрлес, е пай çĕрĕ çинче курăк çитĕнтерес мар? Ачасене ĕçе хăнăхтарма ĕç çуккишĕн ỹпкелешмелле те пулмĕ ун чух. Мухтав Турра, мăшăрăмпа, Роза Дмитриевнăпа, çичĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Вĕсене кашнинех ачаранах ĕç çумне çыпăçтарма тăрăшрăмăр, 6-шĕ аслă пĕлỹ илчĕç. Мăшăрăм ĕмĕрĕпе фельдшерта вăй хучĕ, çынсене ырă тăвассишĕн тăрăшрĕ. Паянхи кун хуçалăхра ĕне, пăру, сурăх тата ытти выльăх тытатпăр. Ĕç тĕлне манар мар. Пилĕк авмасăрах хулăн енчĕклĕ пулас текенсене сивлер. Ĕçчен çын çукран пур тăвать, кахалли пуррине салатса пĕтерет.


"Елчĕк Ен"
11 февраля 2012
00:00
Поделиться