Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕ. Елчĕк çĕрĕ çине пулас МТСăн яваплă пĕрремĕш çынни Василий Михайлович Шиверов килсе çитет. Ăна кунта коммунистсен партийĕн Горький край комитечĕ пулас МТС директорĕн политика пайĕн çумĕ пулса ĕçлеме ярать. В.М.Шиверов Çĕрпỹ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнче çуралнă. Вăл 1907 _ 1983 çулсенче пурăннă. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн директорĕ Александр Порфирьевич Ельмаков 1-мĕш номерлĕ хушу кăларать. Унта вăл Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлама тытăнни çинчен пĕлтерет. А.П.Ельмаков Çĕрпỹ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă. Вăл 1897 _ 1949 çулсенче пурăннă. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçатĕнче пĕлтерỹ пичетленсе тухать. Унта Кĕçĕн Елчĕк МТСĕнче ĕçлеме çынсем кирли çинчен пĕлтернĕ. Ыйтса пĕлмелли адрес: Тỹскел ялĕ, Ельмаков директор. Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕ. СССР Çĕр ĕç Халăх Комиссариачĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Александр Порфирьевич Ельмакова Горький крайĕнчи Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн директорĕ пулни çинчен çирĕплетекен 3233-мĕш номерлĕ удостоверени параççĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ. Çак кун тухнă "Колхоз ялавĕ" хаçатра (23-мĕш номер) Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче колхозник-ударниксен IV-мĕш слечĕ пулса иртни çинчен пĕлтернĕ. Унта Кĕçĕн Елчĕк райкомĕн секретарĕ Дмитриев, Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн директорĕ Ельмаков тата ВКП(б) Чăваш обкомĕн секретарĕ Яков Андреевич Андреев тухса калаçни çинчен хыпарланă. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнчи трактористсем хатĕрлекен курсра вĕренỹ вĕçленнĕ. Курса пĕтернĕ трактористсем: Зинон Антонович Райков (Таяпа Энтри), Алексей Егорович Тябуков (Сталин поселокĕ, халĕ Елчĕк ялĕнчи Титов урамĕ), Иван Кириллович Морозов (Таяпа Энтри), Иван Павлович Арбузов (Патреккел), Никандр Митрофанович Каринкин (Патреккел), Алексей Мякинин (Çĕнĕ Пăва). Трактористсен курсĕн ертỹçи Григорий Степанович Волков (Турхан). Практика ĕçĕсене Прокопий Владимирович Владимиров (Патреккел) ертсе пынă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ. Канаш хулинчен Кĕçĕн Елчĕке СТЗ-ХТЗ-15Ỹ30 маркăллă 25 трактор илсе килни çинчен МТС директорĕ хушу кăларнă. Унта вăл çĕнĕ тракторсене тирпейлĕ тытса тăрасси тата кăлтăксăр ĕçлеттересси пирки асăрхаттарать. Тракторсене Канаш хулинчен Елчĕке илсе килме Андрей Майков, Василий Волков, Иван Морозов, Диомид Павлов, Григорий Чернов, Иван Ефимов, Андрей Райков, Зинон Райков трактористсем хутшăннă. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕ. МТСăн 1-мĕш номерлĕ трактор бригади пĕрремĕш хут хире суха тума тухать. Бригадăн СТЗ-ХТЗ-15Ỹ30 маркăллă тракторĕсем "Октябрь" (Кĕçĕн Елчĕк ялĕ) тата Ленин ячĕллĕ (Аслă Елчĕк ялĕ) колхозсен хирĕсенче ĕçлеççĕ. Тракторсемпе Иван Ефимов, Иван Арбузов, Андрей Майков, Григорий Карамаликов, Николай Краснов, Григорий Чернов, Зинон Райков, Диомид Павлов, Митрофан Карлин, Максим Стахеев, Федор Якимов ĕçленĕ. Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк МТСне техникăна каярах çитернине пула тракторсем пурнăçламалли ĕçсен планне çĕнĕрен пăхса тухма тивнĕ. Çу, çĕртме уйăхĕсем. Уйăрса панă çĕр çинче МТС никĕсленет. Кунта ял хуçалăх техникине лартмалли сарайсем туса хураççĕ. Пуян хуçалăхсенчен туртса илнĕ хуралтăсенчен мастерской пуçтарма тытăнаççĕ. Кунта тараса чаваççĕ. Предприятин нефтебази те хута каять. Нефтебазăна кĕске вăхăтрах ĕçе ярассинче Виктор Степанович Перушкин ертỹçĕн тỹпи пысăк пулнă. Вăл Элĕк районĕнчи Сурăмварри ялĕнче 1894 çулта çуралнă. В.С.Перушкин 1942 çулта Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе пуçне хунă. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ. Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн Кавал улăхĕнче районти Акатуй пулса иртнĕ. Çак уява Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн 1, 2, 3 номерлĕ трактор бригадисем хутшăннă, унта вĕсем колоннăпа тухса кайнă. Кунта пуçтарăннă халăха тракторсене, МК-1100 маркăллă молотилкăна, тырă акакан 24 ретлĕ сеялкăна кăтартнă. Тракторсен двигателĕсем мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕ. Вырма ĕçĕсем çывхарса пынă май Кĕçĕн Елчĕкри МТСра тырă çапса тĕшĕлекен агрегатсем хатĕрлеме тытăнаççĕ. Кунта пурĕ 13 агрегат йĕркелеççĕ. Вĕсен шутне МК-1100, АДО-42, БДО-34, СО-28 маркăллă молотилкăсем кĕнĕ. Вĕсене ĕçлеттерме СТЗ-ХТЗ-15Ỹ30, "Фордзон-Путиловец" тракторсем тата 12НР, 18 НР маркăллă двигательсем уйăрнă. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕ. МТС колхозсем акакан ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене çĕнетес ĕçе пуçарать. Кунта Никифор Григорьевич Гришин (Элекçей Тимеш) агронома аслă семеновод пулса ĕçлеме çирĕплетеççĕ. 1946 _ 1955 çулсенче вăл МТС директорĕ пулса ĕçлет. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк МТСĕ çумĕнче трактористсен 1-мĕш курсĕ уçăлать. Курсра 40 çын вĕренет. Унăн ертỹçи пулма Григорий Степанович Волкова (Турхан) çирĕплетеççĕ. Вĕренмелли вырăн: МТС кантурĕн клубĕ. МТС кантурĕ çав вăхăтра Тỹскел ялĕнчи колхозăн ясли-садĕнче вырнаçнă пулнă. Чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕ. Кĕçĕн Елчĕк МТСĕ планпа çирĕплетсе панă тракторпа пурнăçламалли ĕçсене чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 141,8 процент пурнăçланă. Раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ. Çак кун "Известия" хаçатра СССР Тĕп ĕçтăвкомĕн постановленийĕ пичетленсе тухнă. Унта çĕр-шыври пысăк тухăçлă тĕш тырă туса илекенсене патшалăх наградисем пыни çинчен пĕлтернĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçнĕ çынсем хушшинче Кĕçĕн Елчĕк районĕнчен те икĕ çын пулнă. Вĕсем: Александр Васильевич Табаков _ С.П.Петров ячĕллĕ (Энтепе) колхоз председателĕ, Диомид Павлович Павлов _ Кĕçĕн Елчĕк МТСĕн тракторисчĕ. |