Мĕнрен пуçланать-ши Тăван çĕр-шыв? Çак ыйту çине, паллах, кашни çыннăн хăйĕн хуравĕ пур. Пĕриншĕн вăл _ атте килĕ е тăван урам, теприншĕн _ ачалăхри туссемпе юратнă вăйăсем, виççĕмĕшĕшĕн _ пĕрремĕш юрату туйăмĕсем. Çапах та тарăнрах шутласа пăхсан, ман шутпа, Тăван çĕр-шыв вăл _ хамăр халăхăн историйĕ, çынсен çитĕнĕвĕсем, çĕнтерỹсем, ырă та хаваслă самантсем, çавăн пекех йывăр вăхăтсемпе хуйхăсем. Пирĕн çĕр-шыв _ Раççей историйĕ питĕ мухтавлă тата мăнаçлă. Илья Муромец, Добрыня Никитич, Алеша Попович чăн-чăн вырăс пăхаттирĕсен çĕрĕ çинче темле улшăнусем те пулнă пиншер çул хушшинче. Кам кăна тапăнса килмен-ши пирĕн çĕр-шыв çине? Хазарсем, турккăсем, баскаксем, монгол-тутарсем, нимĕçсем, шведсем, французсем... Кама кăна илĕртмен-ши вĕçĕ-хĕррисĕр вырăс çĕрĕсем? Анчах яланах Александр Невский, Дмитрий Донской, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский, Александр Суворов, Михаил Кутузов, Георгий Жуков çĕнтерĕвĕсен ячĕпе кĕвĕ янăранă. Кашни вăрçă хыççăнах, Феникс вĕçен кайăк пек, Раççей кĕлрен çĕкленсе ура çине тăнă. Çакăн ячĕпе Кутузов князь пĕррехинче каланă: "Вырăс çарне ертсе пынипе эпĕ телейлĕ. Вырăс çарĕ вăл _ çĕнтерỹ çарĕ". Паллах, Раççей историйĕ хуйхăсăр, куççульсĕр пулман! Миллоншар çын вилнĕ тата аманнă çĕр-шыва çĕклес тесе. Классем, сословисем хушшинчи кĕрешỹре те нумай çын пуçĕсене хунă. Хресчен вăрçисем, декабристсен восстанийĕ, "юнлă вырсарни кун", 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи революцисем, 1930 çулсенчи репрессисем... Мĕн чухлĕ ăслă, талантлă çын вăхăтсăр кĕнĕ çĕре. Паллах, ку çĕр-шывăн çухатăвĕ, юнлă историйĕ. Октябрьти революци хыççăн кăна мĕн чухлĕ çын тухса кайнă çĕр-шывран. Францире, Париж çывăхĕнче Сент-Женевьев-де Буа масарĕнче вырăс вил тăприйĕсем упранаççĕ. Ку вăл Раççейĕн аякри кĕтесĕ. Толстойсем, Муравьевсем, Пестельсем, Долгорукисем, Ермоловсем, Потемкинсем, Шуйскисем... Тăван çĕр-шывăн историйĕ тата мухтавĕ... Пĕтĕм тĕнче тахçанах пĕлет Раççейĕн культурăри çитĕнĕвĕсем çинчен. Юрă-ташă, ỹнер искусстви, кино, поэзипе проза яланах хисепре пулнă халăх хушшинче. Пушкинпа Лермонтов, Достоевскипе Толстой, Маяковскипе Есенин произведенийĕсене пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ институтсем питĕ пысăк хак панă. Репин, Суриков, Айвазовский, Саврасов, Васнецов ỹнер ăстисем яланах çынсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Хальхи ăстасенчен мана уйрăмах Дмитрий Белюкин ĕçĕсем кăмăла каяççĕ. Юрă-ташă çыннисем пирки нумай калаçма пулать. Хăш-пĕр ятсене кăна аса илетпĕр: Шаляпин, Зыкина, Толкунова, Лещенко, Кобзон... Кино искусстви пире яланах ĕненỹпе, шанчăкпа, юратупа пурăнма хистесе тăнă. Совет самани вăхăтĕнчи "Рожденные революцией", "Тихий Дон", "Вечный зов", "Тени исчезают в полдень", "Подпольный обком действует" тата ытти нумай фильмсем манăн чĕрере чи ăшă та ырă туйăмсем хăварчĕç. Михаил Ульянов, Владимир Высоцкий, Элина Быстрицкая, Нонна Мордюкова, Вячеслав Тихонов миллионшар çыншăн ĕмĕрлĕхех артист эталонĕ пулса юлчĕç. Пирĕн çĕр-шыв яланах пултаруллă, вăйлă спортсменсемпе палăрса тăнă. Европа, тĕнче чемпионачĕсенче, Олимп вăй-йисенче çĕнсе илнĕ медальсен шучĕпе вăл планетăра чи малта. Лидия Скобликова, Иван Ярыгин, Лариса Латынина, Василий Алексеев, Раиса Сметанина, Владислав Третьяк, Ольга Каниськина, Евгений Плющенко тата ытти нумай ят спорт историйĕнче яланлăхах ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕç. Спорт вăл халăхăн характерне, кăмăл-туйăмне уçса парать. Наука çитĕнĕвĕсем пирки калаçу пуçарсан чи малтанах Ломоносова, Менделеева, Королева, Циолковские, Павлова аса илеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата çĕршер çын совет тата Раççей наукине çỹлти шая çĕкленĕ. Çапах та манăн Юрий Алексеевич Гагарин çинче чарăнса тăрас килет. Тĕнчери пĕрремĕш летчик-космонавт, Совет Союзĕн Геройĕ. "Подвиг, никем не оспоренный. Ангел", _ çакăн пек калаççĕ ун пирки халĕ пĕтĕм тĕнчере. Тăван çĕр-шыв историне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук. Раççей çĕр-шывĕн мухтавлă историйĕ пире малалла пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерсе çитĕнỹсем патне çитме хавхалантарса пытăр. Çакăн хыççăн эпир Тăван çĕр-шыв мĕнрен пуçланнине те ăнланса илĕпĕр. |