Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эрне ăнăçлă иртнĕ

Иртнĕ эрнере районти спортсменсем Чăваш Республики шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, ăнăçусем тунă. Чи малтанах кĕçĕн ушкăнри çамрăк хоккеистсем савăнтарнă _ вĕсем "Ылтăн шайба" турнирăн çурма финалне тухнă. Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăтам ушкăнри хоккеистсем хăйсен вăййисене вĕçленĕ _ вĕсем республикăра Шупашкар хулипе Патăрьел районĕн командисене ирттерсе ярса виççĕмĕш вырăна тухнă. Кỹкеç поселокĕнче 1995 _ 1996 çулсенче çуралнă спортсменсем ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăра мала тухассишĕн тупăшнă. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В.И. Смородиновăн призĕсемшĕн ăнăçлă кĕрешнĕ. 42 килограмлă виçере Родион Чернов (Аслă Елчĕк) пĕрремĕш, 46 килограмлисенчен Дмитрий Обручков (Елчĕк) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хальхи вăхăтра вĕсем Шупашкарти олимп резервĕн училищинче ăсталăха туптаççĕ. Аслă Елчĕкри Александр Печков 100 килограмлă виçере _ иккĕмĕш, Елчĕкри Константин Каринкин 120 килограмлă виçере _ виççĕмĕш вырăнсенче. Кушкăри Геннадий Зайцев, Çĕнĕ Пăвари Михаил Зайцев, Аслă Елчĕкри Илья Чернов та паха результатсем кăтартнă. Етĕрнере йывăр атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. 20 çула çитичченхи штангистсенчен яшсем иккĕмĕш, хĕрсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Пĕрремĕш тапхăртах çĕнтерессе шанаççĕ "РЕГНУМ" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх _ Раççейре пурăнакансенчен нумайăшĕ Владимир Путин Президент суйлавĕн пĕрремĕш тапхăрĕнчех çĕнтерессе шанать (65 :). Ку шухăша ытларах ун майлисем пĕлтереççĕ (78 :), çапах ытти кандидатшăн тăракансем те (48 - 63 :), суйлава каяс мар текенсем те (56 :) çак позицие палăртаççĕ. Пĕтĕм Раççейри общество шухăшне тĕпчекен центр Раççейĕн 46 регионĕнче ыйтăм ирттернĕ хыççăн çакнашкал кăтартусем пичетленĕ. Ыйтăма хутшăннисен 19 : _ тĕпрен илсен Сергей Миронов майлисем (33 :) _ суйлавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулатех тесе ĕненет. Ыйтăма 1600 çын хутшăннă. Статистика йăнăшĕ 3,4 :-ран пысăкрах мар.


"Елчĕк Ен"
04 февраля 2012
00:00
Поделиться