|
Кăшарни сиввисем уйрăмах килĕшеççĕ Илья Матвеевича. Хăй те Раштав çĕрĕнче кун çути курнăскер, хĕвеллĕ, пит-куçа чĕпĕтекен çанталăка кăмăллать. Ирхине ирех тăрать те вырăн çинчех аутоген тренировкисем тăвать. Сывлăх кĕллисем вуланă хыççăн тумланса чей вĕретме лартать. Симĕс курăк чейĕ çеç ĕçет вăл. Унтан тренажер патне тухать. Кунта И.Трофимов хăй аллипе ăсталанă тĕрлĕ хатĕр пур. _ Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен спорт комплексне кайса кашни тренажерпа тĕплĕн паллашрăм, схемине ỹкертĕм, вара килте пур тимĕр-тăмăртан ăсталарăм,_ тет нумаях пулмасть 70 çул тултарнă Илья Матвеевич. Тĕрлĕ гимнастика тунă хыççăн сивĕ шывпа çăвăнать. Ỹт-пỹ лайăх сывласа янă хыççăн сĕтел хушшине вырнаçать. Пысăк та хулăн тетрадь ал айĕнчех. Илья Матвеевич кун йĕркин кĕнекине уçни 40 çул ытла. Хăй куллен мĕн тунине çырса пынипе пĕрлех çанталăк мĕнле пулнине палăртать. Анчах пĕр йĕрке тăтăшах пушă. Уçсан-уçсан пĕр-пĕр страницăра çак йĕркере пĕчĕк хура пăнчăсем пуррине асăрхатăн. Хура пăнчăсем, питĕ сахал пулсан та, мĕне пĕлтернине пĕлесех килчĕ. _ Эрех ĕçнине пĕлтерет вăл. Акă, çур аки вĕçленнине палăртса çĕр ĕçченĕсене тав туса хăналанă. Икĕ черкке ĕçнĕ. Çавăнпа икĕ пăнчă лартнă, _ ăнлантарать вăл. Агрономра ĕçленĕ ун чухне И.Трофимов. Хăш çул, хăш кун _ пурте паллă. Тата ытти курăмлă событисене паллă туни те пур. Эрех-сăрапа юлташ мар вăл. Табак та туртмасть. _ Ача чухне юлташсемпе пирус мăкăрлантарса пăхнăччĕ. Каярахпа çак сиенлĕ йăлапа туслашман,_ пĕлтерет сывă пурнăç йĕркине тĕпе хураканскер. Шартлама сивĕре çеç йĕлтĕр çине тăмасть вăл, çапах йĕлтĕр йĕрне юр хỹме памасть. Хĕвел хĕрỹрех пăхма пуçласассăнах Кушкă _ Сăрьел _ Энтепе _ Кивĕ Арланкасси _ Кушкă маршрутпа велосипедпа çула тухать. Çу кунĕсенче сип-симĕс ялта. Пĕчĕк вăрмансем çырма-çатрасенче те кашлаççĕ. Кунта хăйĕн тỹпи пуррине те курать вăл. И.Трофимов спортпа ачаран туслă. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне физкультура учителĕ М.Егоров вĕренекенсене сад пахчине илсе тухнă та мĕнле физкультура упражненийĕсем тумаллине кăтартса панă. Каярахпа, техникумра вĕреннĕ çулсенче, унти военрук арçыннăн ỹт-пĕвне мĕнле пиçĕхтерес енĕпе панă уроксем халĕ те асра. Стипенди укçипе йĕлтĕр туяннă вăл. Унăн архивне курсан тĕлĕннипе хытсах каятăн. Пурнăçри пĕр пулăм та манăçа тухмасть, пурне те çырса, сăн ỹкерчĕксемпе çирĕплетсе ятарлă папкăна чиксе хунă. Илья Матвеевич пурнăç тăрш-шĕпех вĕреннĕ, хăйĕн пĕлĕвне ĕçе кĕртме тăрăшнă. Ялти шкулта çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ. Пĕрремĕш диплома вăл Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан илнĕ. Специальноçсем сахал мар унăн. Механик, историк, пропагандист... Чи курăмли вара Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен агроном специальноçне илнĕ хĕрлĕ диплом. Çитмĕл çул хушшинче вăл кĕтỹçре те, кочегарта та, конюхра та, трактор бригадин бригадирĕнче те, комсомол, профсоюз организацийĕсен секретарĕнче, бригадирта, хуçалăх ертỹçин çумĕнче, Аслă Пăла Тимеш ĕç тăвкомĕн председателĕн çумĕнче, политвĕренỹ кабинечĕн заведующийĕнче, "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕнче те тăрăшнă. Пенсие тухсан та ултă çул агроном тивĕçне чыслăн пурнăçланă вăл. Ĕçри тăрăшулăхшăн, хастарлăхпа тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă наградăсен, хисеп хучĕсен шучĕ те çук унăн. Паллă уявсенче кăкăр умне çакса янă наградăсене курсан хальхи çамрăксем тĕлĕнеççĕ те. Ара, çĕр ĕçĕнче, ялтан ниçта тухса каймасăр вăй хурса илнĕ-çке вĕсене ĕç ветеранĕ. Наградăсен докуменчĕсем, вăл çеç-и, хăй ĕмĕрĕнче ăçта пулса-курнине ĕнентерекен хутсем типтерлĕн упранаççĕ. Краевед хуçалăх историйĕпе çеç мар, тăван ял историйĕпе те кăсăкланать. Ку енĕпе те документсем нумай унăн. Чылайăшне кĕнекере, хаçатсенче пичетленĕ. Кăрлач уйăхĕнче Илья Матвеевичпа Александра Михайловна çемье çавăрни 45 çул çитнĕ. Хуçалăхĕ типтерлĕ вĕсен, хăтлă. _ Кил-çурта тытса пыраканĕ мăшăрăм пулнă. Эпĕ ирех хуçалăх ĕçне тухса кайнă та сĕм çĕрле киле пырса кĕнĕ. Тирпей-илем, ăшăлăх веçех кил хуçи хĕрарăмĕнчен килнĕ,_ тет Илья Матвеевич кăмăллăн. Чăннипех те ăш пиллĕ, тирпейлĕ хĕрарăм Александра Михайловна. Пỹртре кăна мар, кил картинче те пĕр çỹпĕ кураймăн. Пỹлĕмре тĕрлĕ чечек ешерет. Апат-çимĕçне те тутлă хатĕрлет. Килен-каякансене хăналама вĕсен кирек хăш вăхăтра та шăрттанĕ те, ветчини те пур. Выльăх-чĕрлĕхне нумай усранă хăй вăхăтĕнче. Сысна çăвăрлаттарса укçа-тенкĕ кĕртнĕ çемье кассине. Пилĕк ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Трофимовсем. Шел, пĕр ывăлĕ вĕсемпе çук ĕнтĕ. Мăнукĕсем пĕринчен тепри маттур. Авă, аслашшĕн юбилейне пĕр мăнукĕ йывăçран пỹрт макетне парнеленĕ. Хăйĕн аллипе ăсталанă парне темрен те паха аслашшĕшĕн. Кун кăнтăр енне сулăннă. Кушкăри Комсомол урамĕнчи чи кайри çурт умне арçынсем пуçтарăннă. Вĕсем сумлă кỹршĕн тренажер залĕпе паллашма, тренировка тума килнĕ. Пурне те хапăл тарават кил хуçи. Çитмĕлти ватă упражненисем туни сывлăха çирĕплетме пулăшнине лайăх чухлать, ыттисене те сĕнет. Ватăлнине туймасть вăл... |